Кăçалхи çул пур енĕпе те йывăр килчĕ курăнать. "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш - 2020: инсценировка" видеоконкурса пĕтĕмлетес ĕç те тăсăлса кайрĕ. Пĕтĕмлетÿсем тума та çăмăл пулмарĕ. Пуçтарăнса чысласси пирки вара калаçмалли те çук. Анчах пурнăç пурпĕрех пĕр вырăнта тăмасть - ĕмĕтленĕ ĕмĕтсене çитересех килет. Анчасен кăмăлне хуçас килмест.
Кăçалхи конкурс условийĕсем нумайăшĕшĕн кĕтменлĕх пулчĕ пулмалла. Чылайăшĕ ачасене сцена çине кăларса инсценировка лартса пама хатĕр пулмарĕ курăнать, тен хевтине çитеремерĕç пулĕ. Çавна пулах конкурса ĕçсем иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан питех те сахал килчĕç - 100 урлă кăшт кăна каçрăмăр. Вĕсенчен пĕр пайне конкурс условисене (ытларах чухне вырăсларан куçарнă произведенисемпе е сăвăсемпе инсценировка тунă пирки) пăснăран йышăнмарăмăр. Чи лайăххисене "ШкулТВ" телеканалта кăларса тăратрăмăр пулин те конкурса юрăхлă тесе йышăнманнисем те пур.
Ĕçсем сахал килнĕренех "Чи лайăх сценари", "Чи лайăх режиссер", "Чи лайăх оператор" тата ытти хăш-пĕр номинацисене çĕнтерÿçĕсене палăртмарăмăр е номинаципе малтан палăртнă ÿсĕмсен шутне чакартăмăр.
Кирек мĕнле пулсан та конкурс условисене тивĕçтеркен ĕçсене пурне те мĕнле те пулин палăртма тăрăшрăмăр. Конкурса 70 яхăн ĕç йышăннă. Пĕтĕмпе 27 хисеплĕ вырăн палăртнă. Пирĕн пурне хавхалантарас килчĕ мĕнле те пулин.
Хальхи вăхăтра ку питĕ кирлĕ тесе шутлатпăр.
Конкурс çĕнтерÿçисемпе çыпăçтарнă файлта паллашма пулать.
Хисеп хучĕсемпе сертификатсене çитес вăхăтра пичетлеме тăрăшăпăр.