Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Орлова Н. В.
Орлова Н. В.
 
Ачасем кĕвĕпе зала кĕреççĕ, ёлка тавра карталанса тăраççĕ.
Ертÿçĕ: Хаваслă зал, мĕн тери паха.
Тĕрлĕ, тĕрлĕ çутăсем çунаççĕ.
Илемлĕ Çĕнĕ çул уявĕ
Тараватлăн хăй патне чĕнет.
Пырăр ёлка çывăхне ,
Пăхăр пурте ун çине:
Ай, мĕн чухлĕ теттесем ,
Çăлтăрсем, çаврашкасем.
Хĕрлĕ Калпак: Хаклă ачасем ! Сывлăх сунатăп сире! Эпĕ Хĕрлĕ Калпак. Паян эпĕ те сирĕнпе пĕрле савăнасшăн. Манăн кукамай халĕ чирлемест, сывалнă. Кашкăр та текех мана хăратаймĕ. Ав,мĕн чухлĕн эпир! Çапла - и?
Ачасем: Çапла.
Хĕрлĕ Калпак: Çавăнпа та эпĕ питĕ хаваслă. Сире пĕр вăрттăнлăх пĕлтеретĕп: паян ёлкăна манан кукамай та килетĕп терĕ.
Ачасем: Епле аван! Санăн кукамуна та куратпăр, эппин.
Хĕрлĕ Калпак: Эсир хирĕç пулмасса эпĕ шансах тăнă.
Ертÿçĕ: Çĕнĕ ĕмĕт – Çĕнĕ çул,
Пирĕнпе выля та кул.
Савăнар – ха ушкăнпа
Ёлка тавралла тăрса.
Янăравлă юрăпа
Çĕнĕ çула кĕтсе илер.
■ Орлова Наталья Владимировна.
Патăрьел районĕ, «Юмах» ача сачĕн воспитателĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 840, Хаçат: 4 (39), Категори: Сценарисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: