Петрова Л. М. |
Тĕллевĕ: Ачасене ҫемье бюджечĕ мĕнрен йĕркеленни ҫинчен каласа ăнлантарасси.
Вĕренÿ тĕллевĕ:
- юмах – халап урлă ачасене чăвашсен укҫа – тенкĕпе ҫыхăннă историйĕпе паллаштарасси.
Аталану тĕллевĕ:
- ачасемпе шухăшлава,тавракурăма аталантарассии,
- «бюджет» ăнланăвĕн пĕлтерĕшне тата унăн тĕп ҫăлкуҫĕн пĕлтерĕшне уҫса парасси.
Воспитани тĕллевĕ:
- ачасене укҫа – тенкĕне перекетлĕ тыткалама вĕрентесси.
Словарь ĕҫĕ, ăса хывмалли сăмахсем: тимĕр укҫа, хут укҫа, электронлă укҫа (карточка).
Кирлĕ хатĕрсем: хутран тунă пĕр пуслăх укҫа, тимĕр укҫа, хут укҫа, электронлă укҫа (карточка), «Асамлă хутаҫ», мечĕк, картинкасем.
Мелсемпе меслетсем: ыйту-хурав, калаҫу, халăх сăмахлăхĕпе ĕҫлени (тупмалли юмахсем).