Туктина С. И. |
Вырăсла калаҫса ӳснě ачасем чăвашла та аванах пуплеччěр тесен ςак чěлхене мěн пěчěкрен вěренес пулать. Ачасем чăваш чěлхине хавас кăмăлпа вěренччěр тесен вěсене яланах хавхалантарма тăрăшмалла.
Ача садěнче ачасем ытларах вăйă урлă вěренеҫҫě. Вăйă пěчěкскерсен тěп ěҫě шутланать. Вăл вěсене аталанма, ӳсме, хаваслă тата савăнăҫлă пулма май парать. Вăйă пěчěк пепкесен пуплевне те аталантарать. Вылянă чухне ачасем япала ячěсене, тěсěсене, паллисене чăвашла калаҫҫě.
Вăйăсем тěрлěрен: кěвěллě, пěлӳллě, сюжетлă, драмăллă, ěҫе хăнăхмалли, пултарулăх, йěркене пăхăнса вылямалли – пулаҫҫě. Чăваш чěлхине вěрентмелли вăйă меслечěсем тěрлěрен пулаҫҫě. Эпě хамăн ушкăнра пěчěкскерсем чăваш чěлхине асра тытчăр тесе тěрлě мелпе усă куратăп. Чăвашла юрласа тěрлěрен хускану тăватпăр, сăмахран: “Тяп-тяп тяп утма”, “Автан тус”, “Путене”, “Мулкач юрри”, “Ки-ки-ри-ки сар автан...” тата ытти те. Ачасен пуплевне аталантарма пӳрне вăййисем ирттеретпěр: “Пурнесем”, “Çемье”, “Кашни йыттăн ячě пур”. Чупмаллисене те час-часах вылятпăр: “Акă пирěн кушак тус”, “Çерем ватса вир акрăм”, “Тух-ха, Ванюк”, “Хурчка”, “Ят пěлмелле”, “Мулкач ларать...”.
Çапла вара, ача садěнченех тăван чěлхепе усă курса тěрлě вăйă ирттерме пуҫлани, манăн шухăшпа, шкулта ачасене чăваш чěлхине вěренме самаях пулăшě.