(Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланă, ҫуллахи каникул вăхăтӗнче шкул ҫумӗнчи кану лагерьне ҫӳрекен 5-6-мӗш класс ачисем валли хатӗрленӗ вăйă)
Федорова И. Н. |
Вăйă тӗллевӗсем:
• Астăвăм ирӗклӗхне, тимлӗхне, фантазие аталантарни, тӗрлӗ танлаштарусем туса шухăшлама, пӗтӗмлетӱсем тума вӗрентни;
• пуплев этикечĕпе килĕшÿллĕн калаçăва тĕрĕс йĕркелеме, лару-тăрăва кура сăмахсемпе вырăнлă усă курма хăнăхни;
• вĕренекенсене ашшĕ-амăшне, тăванӗсене хисеплеме вӗрентни;
• ачалăхăн кашни самантне хаклама хăнăхни.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, мультимеди проекторĕ, экран.
Курăмлăх хатӗрӗсем: вăйă валли хатӗрленӗ презентаци, ачасем пирки калакан ваттисен сăмахӗсемпе каларăшсенчен тăракан плакатсем.