Иванова В. М. |
Урок тĕсĕ: вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетмелли хутăш урок (чăваш, вырăс, акăлчан чĕлхисене пĕрлештернĕ урок – интегрированный обобщающий урок чувашского, русского и английского языков)
Ачасен ÿсĕмĕ: 6-мĕш класс
Шкул: чăваш шкулĕ
Урок эпиграфĕ: Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс. (И.Я.Яковлев)
Урок тĕллевĕсем:
1.Харкамлăх (личностные) (Права, тĕллев, тупсăм, мораль)
а) тăван чĕлхе чăваш халăхĕн пурлăхĕ пулнине, Чăваш Республикинче вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи пулнине ăнланни;
ă) тĕрлĕ чĕлхе пĕлни усăллă пулнине ăша хывни, пуплеве куллен кун аталантарма тăрăшни;
б) тĕрлĕ халăх чĕлхине хисеплеме вĕренни, халăхсем хушшинчи туслăх пĕлтерĕшне ăнланни;
в) харпăр хăй пĕлĕвне хаклама пĕлни.