Иванова Надежда Григорьевна |
ФГОСа тивĕçтерекен вĕренÿ кĕнекисемпе меслет сĕнĕвĕсем пĕчĕккĕн пичетленсе тухса пыраççĕ. Чăваш Республикинче чăваш тата вырăс шкулĕсенче усă куракан «Чăваш чĕлхи», «Тăван литература», «Чăваш литератури» предметпа пичетленсе тухнă вĕренÿ кĕнекисем Федераци переченьне кĕреймен. Ку перечене кĕрсе вĕренÿ кĕнекине УЧЕБНИК тесе çыртарма тĕслĕх программа (1-4; 5-9 классем), вĕренÿпе вулав кĕнеки (учебник), учитель валли çырнă методика сĕнĕвне, электрон мелĕпе тунăучебник хатĕрлемелле.
Вĕренÿпе вулав кĕнекисем ФПВС (ФГОС) тивĕçтермелле. Ҫак статьяра чăваш шкулĕнче 5,6,7,8,9,10,11-мĕш классенчи «Тăван литература» предметпа вĕрентме хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекисене кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе паллашма пултаратăр.
Комментарисем:
► Валентина Михайлова (2022-08-23 09:28:28):Хăçан уçалакан пулаççĕ-ши?