садикри аслă ушкăн ачисемпе хатĕрлемелли инсценнировка конспекчĕ
(Николай Ыдарай юмахĕ тăрăх)
Ертсе пыракан: Автанкасси ялĕнче пĕр тăлăх ача пурăннă. Вăл мĕнле те пулин апатлă пулас тесе пуян çын патĕнче кĕтӳ пăхма килĕшет. Ачана качака кĕтĕвĕ пăхма хушаҫҫĕ. Кĕтĕвĕ пысăках мар – виçĕ качака кăна.
Ирпе ирех ача качакасене кĕтĕве илсе тухать. Пĕрремĕш кунах тĕлĕнсех каять: качакасем каскăн иккен, кастарса çӳреме питех те юратаççĕ. Пăхса тăнă çĕртех пахчана, калча çине кĕрсе каяççĕ, каласан та, кăшкăрсан та итлемеççĕ. Мĕн тумалла?
Ача: - Кач, кач, качакин
Лăпăс-лăпăс сухалĕ,
Шĕп-шĕвĕркке мăйраки.
Кăкарам – и хурăнтан,
Кăшт ятлам – и хушăран:
Çиме çи те çиессе,
Пăрах эсĕ сĕкессе,
Калчасене ан кăшла,
Ан хуç манăн кăмăла!