(пĕлÿ кунне халалланă уяв сценарийĕ)
Ĕç тĕллевĕ:
Пĕлÿ уявĕ кирлĕ пулăм пулнине ачасене ăнлантарни.
Ачасен вĕренÿ туйăмне вăйлатни, ҫĕнĕ вăйпа вĕренме хавхалантарни.
Ватă ҫынсене хисеплеме, тăван яла, шкула юратма хăнăхнине аталантарни.
Шкул ачисем класăн- класăн тăрса тухнă. Уяв урамра шкул ҫурчĕ умĕнче иртет, 11 кл. ачисем шкул тумĕпе картлашка ҫинче тăраҫҫĕ, сăвă вулаҫҫĕ:
1 ача : Ак ҫитрĕ савнă кĕркунне
Ытла та ырă чĕрене.
Пĕлÿ уявĕ ҫитрĕ, ҫитрĕ, ҫитрĕ!!!
Паян пуҫлатпăр вĕренме!
2 ача: Ак кĕтет пурне те савнă шкул,
Ачасен тĕп ҫулĕ – аслă ҫул!
«Вĕренме эс тăрăш», - тет атте,
«Вĕренсен ăс пулĕ», - тет анне.
3 ача: Хаваслăн, алран алла тытса
Чечек ҫыххи алра йăтса.
Васкатпăр шкул енне паян,
вĕренни кирлĕ ялан!