Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Петрова Л. Г.
Петрова Л. Г.
Чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕренĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наука аслă ĕçтешĕ Юрий Михайлович Виноградов Пушкăрт Республикинче Маккар (Ишимбай) районĕн Йĕкенпуç (Васильевка) ялĕнче 1946 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче кун çути курнă. Шкул пĕтерсен 14 çулхи Юркка ăс пухма Пелепей педагогика училищине (1960–1964) çул тытать. Училища пĕтернĕ çамрăка хăйсен ялĕнче иккĕмĕш класс ачисене вĕрентме шанаççĕ. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк мĕн вĕреннипе çырлахса лармасть, 1965 çулта Шупашкара Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. Шупашкарта университет уçсан (1967) Ю.М.Виноградова малалла вĕренме çĕнĕ вуза куçарса каяççĕ. Пилĕк çул ăс пухнă çамрăк Вăрмар районĕн Кĕлкеш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçлать. 1970 çулхи октябрь уйăхĕнче Юрий Михайловича Чăваш патшалăх университечĕн аспирантурине вĕренме чĕнеççĕ. Çамрăка аспирантурăна кĕме И.П. Павлов доцент хатĕрлет. Вăл вăхăтра Юрий Михайлович пăхăнуллă хутлă предложенисем çинчен тĕпчев ĕçĕ çырать. Аспирантурăра вĕреннĕ вăхăтрах Юрий Михайловичăн çар хĕсметĕнче (1971-1972) тăма тивет. 1974 çулта çамрăка Чăваш наукăпа тĕпчев институтне ĕçлеме илеççĕ. Тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ вăхăтра диссертаци темипе тĕрлĕ статья çырать: «Об употреблении конструкций с прямой речью в художественной литературе», «Признаки косвенной речи в современном чувашском литературном языке», «Предложения с прямой речью в чувашском литературном языке», «Порядок слов в конструкциях с прямой речью в современном чувашском литературном языке». Юрий Михайлович 1975 çулта «Чăваш чĕлхи ыйтăвĕсем» кĕнеке валли орфографи çинчен статья кăларать. С.П. Горский профессор ертсе пынипе 1975 çулхи декабрь уйăхĕнче Юрий Михайлович «Конструкция с прямой и косвенной речью и не собственно-прямая речь в современном чувашском литературном языке» диссертаци хÿтĕлет, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн ятне илет. Институтра ĕçленĕ вăхăтра А.А. Алексеев пухса хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхин орфографи словарĕ» кĕнекене редакцилет.
 
: 220, Хаçат: 4 (48), Категори: Чĕлхеçĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: