Смирнова А. Г. |
1-мĕш ертсе пыракан:
Анне, аннеçĕм, аннем …
2-мĕш ертсе пыракан:
Анне... Чи ăшă та хаклă сăмахсем.
1-мĕш ертсе пыракан:
Мĕнре-ши аннен хăвачĕ?
2-мĕш ертсе пыракан:
Унăн пин-пин çул хушши пухăнса пынă ăсĕнче.
1-мĕш ертсе пыракан:
Анне… Çак сăмахсене асăнсанах - куç умне чи çывăх та юратнă çыннăмăр тухса тăрать.
2-мĕш ертсе пыракан:
Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче пĕтĕм Раççейре Аннесен уявне паллă тăваççĕ. Ăна
1998 çултан чысласа ирттерме пуçланă. Кашни çыншăн çĕр çинче чи хакли – анне.. ! Анне
ят пĕтĕм тĕнчипех чыслă. Чăваш çыннишĕн вара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен
чăвашсем аннене пурнăç паракан Кепе турă вырăнне хунă.
1-мĕш ертсе пыракан:
«Анне» сăмах мĕнпе танлашĕ?!
Кун-çул пуçламăшĕ – анне.
Вăл – пурнăç витĕмĕ, ун тĕшĕ,
Пире парать хăй ăшшине.