Антонова Т. Я. |
Залра пысăк экран ҁинче хĕллехи вăрман. «Симĕс чăрăш» юррăн кĕвви илтĕнет.
Ачасем зала кĕреҁҁĕ. Вĕсене Хĕл кĕтсе илет.
Хĕл: Ырă кун, ачасем! Вăхăт шучĕн йĕркипе, эпĕ килсе ҁитрĕм.
Питĕ савăнăҁлă уява сире эпĕ парнелĕп.
Ачасем, сире эпĕ тупмалли юмах каласшăн, тупсăмне пĕлетĕр –ши?
Хăй вăл –юр та ҁутă пăр,
Каяс пулсан –сив куҁҁуль.
Ачасем: Хĕл.
Хĕл: Маттур, ачасем!
Эпĕ питĕ сивĕ хĕл, манăн ҁипуҁ эрешлĕ
Паян эпĕ хăнана килсе ҁитрĕм сирĕн патна.
Ачасем, мана эсир хавас-и курма?
Ачасем: Хавас!