Паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри – Федерацин патшалӑх вĕренӳ стандарчĕ вӑя кĕнĕ тапхӑрта тӑван (чӑваш) чӗлхепе литературӑна вӗрентессине вӗрентӳпе методика енчен тивӗҫтересси.
Хальхи патшалӑх политики шкулти вӗренӱ ӗҫӗнче цифрланӑ / электронлӑ вӗрентӳ хатӗрӗсемпе усӑ курассине анлӑлатма тӑрӑшать.
Цифрланӑ / электронлӑ вӗренӱ ресурсӗсем тӑван литература урокӗсен пахалӑхне хальхи улшӑнусемпе килӗшӳллӗн йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ.
Шкул пурнӑҫӗнче те цифрӑллӑ ҫӗнӗ технологисем ҫуралчӗҫ, вӗренӳпе методика хатӗрӗсем улшӑнчӗҫ, ҫӗнӗ майсем тупӑнчӗҫ, вӗсене пула чӑваш чӗлхипе литературине вӗренекен ачасен кӑсӑкланӑвне, хавхаланӑвне ӱстерме пулать.
Вӗрентекенсем цифӑрланӑ / электрон вӗренӳ ресурсӗсем усӑ курса уроксене ҫакӑн евӗр йӗркелеме пултараҫҫӗ:
проект ӗҫне урокра ушӑнпа йӗркелени;
кашни вӗренекене урокра харкам ӗҫ парса явӑҫтарни;
шухӑшлавпа ӑмӑрту моделӗ урлӑ урокра тунӑ монологран акцент енне куҫни, вӗренекенсем хӑйсен шухӑшӗсене ҫирӗплетсе каласа пама пӗлни;
вӗренекенсен опытне шута илсе ӗҫсем хушни;
класри пур ача тимлӗхӗпе хавхаланӑвне тытса пыма тата тытса тӑма пулӑшни, ҫав шутра вӗренӱ ӗҫ-хӗл тӗсӗсене улӑштарассипе ҫыхӑннӑ ӑнланусене ӑсра тытни;
урокӑн пӗтӗмӗшле результатне кашни харпӑр хӑй тӳпе хывнине ӑнланни;
обзорлӑ уроксенче ЦВР/ЭВПР усӑ курни.