Тĕллевĕ: тăван халăха, çĕр-шыва, чĕлхене юратма тата упрама, ытти наци ачисене чăваш халăхне, тăван çĕре хисеплеме вĕрентесси.
Задачисем:
- ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмне ÿстересси;
- тĕрлĕ культурăллă тата тĕрлĕ чĕлхеллĕ хутлăхра (обществăра) чăваш чĕлхи хутшăну, аталану хатĕрĕ пулнине ăнлантарасси;
- кирлĕ вăхăтра унпа усă курма хăнăхтарасси.
Мероприятире кирлĕ хатĕрсем: чăваш юрри-кĕвви, музыка техники, микрофонсем, ваттисен сăмахĕсене, паллă ҫынсен каларăшĕсене ҫырнă плакатсем, чăваш кĕписем т.ыт.те.
Зал стенисене чĕлхе ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсене, паллă ҫынсен каларăшĕсене ҫырнă плакатсем, чăваш эрешĕсем, шарсем илемлетеҫҫĕ.