Куллен усă курмалли хатĕр пулнине кура тупмалли юмахсем пур халăхăн та тенĕ пекех кĕске, сăнарлă, витĕмлĕ сăмахсем. Анчах та кĕске тени вĕсем кирек хăçан та хутсăр предложенисем кăна пулма пултараççĕ тенине пĕлтермест. Тытăмĕпе тупмалли юмахсем хутлă та, хутсăр та пулма пултараççĕ. Анчах та кирек епле пулсан та, вĕсен тытăмĕнче ялан тенĕ пекех пĕр паллă уйрăмлăх пурри курăнать: шухăшĕпе те, интонаципе те вĕсем ытларах чух икке пайланаççĕ. Акă, тĕслĕхрен:
Çичĕ тĕслĕ çут хăю Атăл урлă ывтăннă . (Асамат кĕперĕ)
Пÿрт хĕрринче йĕке пур, хĕвелпеле ирĕлет. (Пăр ярапи)
Çулсеренех пĕр пике килет, çутă кунсем илсе килет. (Çуркунне)