Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Клементьева Людмила Николаевна
Клементьева Людмила Николаевна
 
Этем символсемпе паллăсен тĕнчинче пурăнать¸ вĕсем çынпа ĕмĕр тăшшĕпех пĕрле çÿреççĕ. Пирĕн ятсем те – паллăсемех.
Мĕн вăл символ? Символ - çут çанталăк е япала сăнарĕ урлă этем пурнăçĕн, ĕçĕ-хĕлĕн е шухăшĕн паллине сăнлакан нумай пĕлтерĕшлĕ куçăмлă ăнлав.
Чăваш литература пĕлĕвĕпе критикинче тĕс символикне тĕпчесси хальлĕхе çĕнĕлĕх. Вĕсене ятарласа хак паман. Çеçпĕл Мишшин сăввисене тишкернĕ чух тĕпчевçĕсем хăш-пĕр тĕс символĕсене асăнса хăварни тĕл пулать. Ку тĕлĕшрен В.Г.Родионов¸ Г.Хлебников тишкерĕвĕсене илме пулать.
Эпĕ хам ĕçре ытларах поэт Крым тапхăрĕнче çырнă сăвăсене тишкертĕм. Сăвăсенчи тĕссен пĕлтерĕшне пĕлес тесе чи малтан чăваш культуринчи тĕс символикин вăрттăнлăхне шырарăм¸ мĕншĕн тесен кун пек чухне халăхăн шухăшлав йĕркине¸ тĕнче-курăмне тĕпе хумалла. Эпĕ мифсенче¸ тĕрĕ-эрешсенче¸ чăвашсен геральдикăра тĕл пулакан тĕссен пĕлтерĕшĕсене тишкертĕм.
Тĕс символики авалах¸ çынсем сăрăпа усă курма пуçланă вăхăтранах¸ пулса кайнă. Мифсенче¸ легендăсенче¸ юмахсенче авалхи çынсем пурнăçра «сăрă чĕлхин» хăйне майлă пĕлтерĕшне пысăка хуни палăрса юлнă. Тĕслĕхрен¸ «Этемлĕхĕн тăватă ĕмĕрĕ» мифра каланă тăрăх¸ этемлĕхĕн мĕн пур пурнăçĕ тăватă ĕмĕре пайланмалла: пĕрремĕшĕ - Шурă ĕмĕр. Çынсем ку ĕмĕрте ача пек таса кăмăллă пулн㸠пурте питĕ телейлĕ¸ пурте пĕр тан пулнă. Иккĕмĕшĕ - Сарă ĕмĕр. Сарă ĕмĕрте çынсем самаях телейлĕ-ха. Курайманлăх¸ кĕвĕçÿ пулман вĕсем хушшинче¸ анчах чун-чĕрипе нишлĕленсе пынă. Усалсем илĕртнипе хăйсене валли иртĕхме эрек-сăра тума тытăннă. Çакă вара вĕсен пурнăçне чылай енчен япăхлатнă. Виççĕмĕшĕ - Хĕрлĕ ĕмĕр. Ку ĕмĕрте çынсем ĕмĕтсĕрленме¸ пĕр-пĕринпе çапăçма тытăнн㸠вĕлересси патне те çитнĕ. Влаçшăн çапăçасси пуçланнă. Часах вăрçă та кăларнă. Киремете вĕлернĕ. Çапах та чи хăрушши вăл этемлĕхшĕн тăваттăмĕш ĕмĕр. Ăна Хура ĕмĕр тесе калаççĕ. Хура ĕмĕр – питĕ асаплă тапхăр. Тĕнче пĕтме те пултарать. Хура ĕмĕр ан çиттĕр тесен çынсен турăсене юраса пурăнмалла¸ мĕн пур çитменлĕхсене пĕтермелле .
Чăваш тĕнĕ-вĕрентĕвĕ те тĕнче тытăмне çапла курать: тĕнчере Ырă тата Усал¸ Йăваш тата Хаяр хăвтсем кĕрешни¸ Çÿлти тата Аялти¸ Çутă тата Леш тĕнчесем пĕр пĕрлĕхре çаврăнса пурăнни. Чăваш тĕнĕ-вĕрентĕвĕнче шурă - тасалăх тĕнчи - ырă символĕ¸ хура – тискер тĕнче – усал символĕ. Леш тĕнче – вилнисен патшалăхĕ. Авалхи этемшĕн кун-çула хак пама Леш тĕнчери пурнăç пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Çылăхсăррисем Çăтмаха лекеççĕ¸ айăплисене турă сучĕ Сар кун çĕршывне ярасса шаннă. Айăпĕсене каçарма çуккисем Тамăка лекеççĕ тенĕ. Леш тĕнчере те икĕ хирĕçле пулăм: пĕр енче – Çут тĕнчери пекех сарă çанталăклă çĕршыв¸ тепĕр енче тĕттĕмлĕх патшалăхĕ – Хăямат…
Чăвашсен ĕлĕкхи йăла-йĕрке тумĕнчи тĕссем. Тум пур ĕмĕрте те сивĕрен е усал-тĕселтен хÿтĕленмелли япала çеç пулман. Тум чăвашсемшĕн çÿлти турăсемпе çыхăну тытмалли символ пулнă. Çав турăсем пĕтĕм çут тĕнчене¸ çут çанталăка илем кÿнĕ пекех¸ этем те хăйĕн тумĕпе тĕнчери килĕшÿлĕхе тытса пыма тăрашнă. Тĕслĕхрен¸ йăла-йĕрке ирттернĕ чухне чăваш хĕрарăмсем ылтăн-кĕмĕл эрешсемпе капăрлатнă пуçа тăхăнмаллисемпе¸ тĕрленĕ шурă кĕпепе пулнă. Чÿк пуçĕсем ялан тенĕ пекех çиелтен ятарлă тум – шурă шупăр тăхăннă. Ăна кăткăс тĕрĕсемпе тата хĕрлĕ тĕслĕ пирпе илемлетнĕ. Чăвшсен шучĕпе¸ шăпах шурă пиртен çĕленĕ çи-пуç Турра кăмăла кайнă. Шурă тĕс çыннăн шухăшĕсемпе ĕмĕчĕсен тасалăхне кăтартнă. Шурă – тĕнче сăваплăхĕ.
Хулпуççипе лĕпке яланах турăсем енне пăхнăран вĕсем çинче уйрăм тĕрĕсем пулнă: ылтăн эрешсем хĕвел евĕр¸ кĕмĕллисем тÿпе çути тĕсĕ евĕр тесе шутланă. Вĕсем тасалăх¸ сăваплăх символĕ пулаççĕ. Хĕрлĕ хăюсенчен илемлетсе тунă эрешсен тĕсĕ¸ вутпа юн тĕсĕ пек¸ управ символĕ шутланнă. Çавăн пекех хĕрлĕ тĕс телей¸ савăнăç¸ хаваслăх символĕ¸ ку тĕспе тултарса тĕрленĕ. Симĕс тĕс – çут çанталăк¸ ешĕллĕх тĕнчи¸ пурнăç тĕсĕ - çамрăклăх¸ шанчăк символĕ. Сарă тĕс – хĕвел тĕсĕ¸ телей тĕсĕ. Сурпанпуççи çинчи сарă тĕс виçĕ хĕвеллĕ тĕнчене пĕлтернĕ. Ĕлĕк - авал чăвашсем пурăнакан Сарă кун çĕршывĕнче виçĕ хĕвел пулнă. Кăвак тĕс – тÿпе тĕсĕ¸ тинĕс, шыв тĕсĕ¸ асамлăх тĕсĕ. Çĕр çинчи пурнăç пĕтĕмпех весенчен килет. Кăвак тĕс ĕмĕрлĕх¸ ыркăмăллăх¸ шанчăклăх символĕ пулать. Чăваш тĕррисенче хура тĕс вара ырă тĕс шутланать. Унпа эрешсем тавралла тĕрлесе çаврăннă. Çакă вăл чăваш çыннин пурнăçĕнчи тĕп ĕçĕпе – çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Хура тĕс – пулăхл㸠сăваплă çĕрĕн тĕсĕ¸ çĕр-аннене пĕлтерет – пулăхлăх символĕ.
Чăвашсен геральдика ăнланăвĕнчи тĕссе. Патшалăх ялавĕн¸ гербĕн тĕсĕсем – сарă (ылтăн) тата йĕпкĕн хĕрлĕ (сандал-хĕрлĕ) – чăваш халăхĕн йăлана кĕнĕ тĕсĕсем. Сарă тĕс чăваш халăх сăмахлăхĕнче чи хитре тĕс шутланать¸ вăл мĕн пур илемлĕхпе ырлăха сăнарлать. Геральдика ăнланăвĕнче ылтăн – пуянлăх¸ тĕрĕслĕх¸ ыркăмăллăх¸ чун-чĕре пуянлăхĕ¸ вăй¸ шанчăклăх. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕс - чăвашсен чи анлă сарăлнă тĕссенчен пĕри¸ унпа халăх эрешĕн тĕп элеменчĕсене тунă. Геральдика ăнланăвĕнче йĕпкĕн хĕрле – тивĕçлĕх¸ хăвтлăх¸ паттăрлăх¸ вăй. Сарă (ылтăн) уй – чăваш халăхе хĕвел айĕнчи уçлăхра пурăннине¸ хĕрлĕ уй - Чăваш çĕрне палăртать.
Çеçпĕл сăввисенчи тĕссем. Çеçпĕл Мишши чăваш поэзие нихçанхилле мар çĕнĕлĕхпе килсе кĕнĕ. Унăн çĕнĕлĕхĕ сăвă реформинче – сăвă виçисене урăхлатнинче çеç мар¸ сăвă калăплас¸ форма шайластарас шыравсенче те¸ унăн поэзийĕ халăх сăмахлăхĕпе мĕнле хутшăнура пулнинче те палăрса тăрать.
Çеçпĕл сăввисене тишкернĕ чух поэт тĕс символикипе ăста усă курнине асăрхатпăр. Поэтăн тĕс символики чи малтанах туйăма романтика сĕмĕ çаптарнă. Чăваш сăвăçин тĕп тĕсĕсем хĕрлĕ¸ сар㸠ылтăн¸ кĕмĕл¸ симĕс¸ кăвак, хура.
Ман çĕршыв хĕрлĕ юнлă хĕрес çумĕнче - («Катаран каç килсен»)
Юн тумлать¸ юн тумлать – хĕрлĕ юн - («Катаран каç килсен»)
Çĕн Кун акипуçĕн хĕп-хĕрлĕ тимĕрри - ( «Çĕн Кун аки»)
Чĕлтĕрти çеçкеллĕ хĕрлĕ чечек пулĕ - («Пуласси»)
Хĕрлĕ-хĕрлĕ¸ хĕрлĕ мăкăньсем - («Хĕрлĕ-хĕрлĕ¸ хĕрлĕ мăкăньсем…»)
Эпир халь Хĕрлĕ тинĕсре - («Хĕрлĕ тинĕсре»)
Мал енĕ шуçăмпа хĕрелчĕ - («Хĕрлĕ тинĕсре»)
Поэт Херлĕ тĕсе – революци символĕ¸ çын ăс-хакăлне пĕлтерекен символ пек усă курать. Революци чăваш çыннин пурнăçне тĕпрен çĕнетессе шанать вăл.
Ылтăн¸ кĕмĕл тĕссем – паттăрлăх символĕ. Кĕмĕл калпакпа¸ ылтăн хĕçпе çÿрекен паттăрсене мухтаççĕ чăваш юмахĕсем. Вĕсен çил çуначĕсем патша хĕрĕсем пурăнакан нумай хутлă çуртсем урлă сиксе каçаççĕ. Çеçпĕл Мишшине патша майрисемпе юмахри çар пуçĕсем кăсăклантармаççĕ. Вăл ĕçчен хура халăх çинчен шухăшлать. Ăна вăл паттăртан та паттăра хурать. Сăвăç кĕмĕл сасл㸠уяр хĕвеллĕ çĕнĕ кун çуралса килнине куç туллин савса саламлать
Çĕн Кун – шевле сариллĕ ылтăн пуç – ( «Çĕн Кун аки»)
Çĕн Кун пăхать: ун ылтăн аки пуç - ( «Çĕн Кун аки»)
«Ирхи шевле ун хыççăн ылтăн сÿрипе - ( «Çĕн Кун аки»)
Кăвак тĕс – туйăма¸ юратăва пĕлтерет
Кăвак çутăран шăратнă ака пуç - ( «Çĕн Кун аки»)
Хулпуççипе кăвак пĕлĕте перĕнсе - ( «Çĕн Кун аки»)
Кăн-кăвак хум чупать Чупнăçем¸ сикнĕçем шуралать - («Атăл юрри»
Сарă тĕс – хĕвел тĕсĕ¸ ырлăхпа телей¸ савăнç символĕ. Поэт савăнăçĕ – пин-пин çын савăнăçĕ¸ пин-пин çын шухăш-кăмăлĕ. Тăван çĕршыв чĕрĕлни пин-пин этем чĕринче чĕре юрри çуратать.
Ма чун вылять? Е сар хĕре Курса киленчĕç куçăмсем - («Инçе çинçе уйра уяр…»)
Çĕн Кун – шевле сариллĕ ылтăн пуç - ( «Çĕн Кун аки»)
Сар хĕрлĕ кунтăкран уйсем çине - ( «Çĕн Кун аки»)
Симĕс тĕс – поэт хăй¸ сăвăçă чунĕ¸ çĕнĕ пурнăç символĕ
Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç - ( «Çĕн Кун аки»)
Ытарайми ем-ешĕл курнăç» - («Хĕрлĕ тинĕсре»)
Симĕс çитлĕ çимĕç пахчара - («Хĕрлĕ-хĕрлĕ¸ хĕрлĕ мăкăньсем…»)
Хура тĕс – поэт сăввисенче нушаллă-пусмăрлă пурнăç символĕ. Ял-хула çине каçхи ыйхă ансан сăвăç Чăваш çĕрĕн аваллăхĕ¸ асапĕ¸ нушаллă-пусмăрлă пурнăçĕ çинчен тарăхса аса илет. Халăх чĕри юнсăр пулса кăмрăкланни¸ пуç çинче хуп-хура сивĕ кун ахăрни чун-чĕрене сÿлетсе тăрать.
Чăваш пуçĕ çинче хуп-хура сивĕ кун - («Катаран каç килсен»)
«Хĕн-хурл㸠мăшкăлл㸠хура¸ Чуралăх ĕмĕрĕ путланчĕ» - («Хĕрлĕ тинĕсре»)
Çĕн Кун умне хура çĕр айĕнчен…- ( «Çĕн Кун аки»)
Поэт сăввисенчи тĕссемпе халăх сăмахлăхĕнчи тĕссен пĕлтерĕшĕсем нумай чухне пĕр килеççĕ. Çавăнпа пулĕ сăвăç хăйĕн шухăшĕсене палăртма тĕс сиволикипе усă курать.
Юлашкинчен çакна пĕтĕмлетсе калама пулать: чăвашсен тĕс символики авалах пулнă. Тĕссен чĕлхипе усă курни пурнăçа тĕрĕс те туллин çутатса панисĕр пуçне хайлав шухăшне уçса пама та, поэт ĕмĕт-шухăшне ăнланма та пулăшать. Сăвăри хĕрлĕ¸ сар㸠ылтăн¸ кăвак¸ симĕс тĕссемпе сăвăç хăйĕн чун хĕпĕртĕвне, шанăçне, ирĕке тухнă çĕршывăн сăнарне¸ унăн мăнаçлăхне¸ илемне кăтартма¸ хура тĕспе кивĕ тĕнчен асапĕпе хĕн-хурне кăтартма усă курать¸ сăвăсенчи кашни тĕсĕн хăйĕн символла пĕлтерĕшĕ пур.
Тата çакна калама пулать: поэтăн кашни сăвви – чуна уçса каланă сăмах. Кашни сăмахĕ – тăван халăх шăпи çинчен шухăшлани¸ ĕмĕтленни¸ кĕрешни.
 
Усă курнă литература
 
1. Александрова Е.А. (Елена Енькка). Тăван ен: Чăваш халăхĕн XVI – XIX ĕмĕрсенчи ăс-хакăл культури: Вĕренÿ пособийĕ¸ 6 - 7 классем валли /Е.А.Александрова. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви¸ 2008.
2. ИскендеровФ.В., Искендеров И.Ф.,Костина Е.Ф. Азбука чувашских орнаментов и эмблем: учебное пособие / Ф.В. Искендеров, И.Ф. Искендеров ,Е.ФКостина . - Чебоксары: 2006.
3. Родионов В.Г. Чăваш литератури (1917 - 30-мĕш çулсем): Вĕренÿ пособийĕ / В.Г.Родионов. - Шупашкар: Чăваш университет изд-ви¸ 2005.
4. Хлебников-Шанар Г. Çеçпĕл Мишшин пултарулăх меслечĕсемпе поэтики // «Тăван Атăл». - 1989. -11№.
5. Чăваш литератури: VIII класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки / В.П.Никитин (Станьял) пухса-çырса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви¸ 2011.
6. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Мифсем¸ легендăсем¸ халапсем. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви¸ 2004.
7. http: // vula.narod.ru - Этемлĕхĕн тăватă ĕмĕрĕ.
8. http: // festival.1september.ru - Никитина Н.А. Удивительная чувашская вышивка: статьи фестиваля «Открытый урок».
 
: 3579, Хаçат: 3 (3), Категори: Чăваш литератури

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: