Челышова Н. Г. |
Никифорова В. В. |
(Урока виç чĕлхепе хатĕрленĕ: чăвашла, вырăсла тата тутарла)
Ача садне çÿрекенсен ÿсĕмĕ: аслă ушкăн.
Вĕренÿ уçлăхĕсен интеграцийĕ: ÿнерпе эстетика аталанăвĕ, пĕлÿлĕх аталанăвĕ, пуплев аталанăвĕ, ĕт-пĕ аталанăвĕ.
Тĕллев тата задачăсем.
Тĕллев: шкулчченхи аслă ҫулти ачасене Тутар Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ ÿхĕ тискер кайăкпа паллаштарни.
Задачăсем:
Сапăрлав тĕлĕшпе: çут çанталăка пĕлес туртăма калăплани, ÿнер ĕçĕ-хĕлĕнче япалана куç умне кăларма вĕрентни.
Аталантару тĕлĕшпе: пластилинпа ĕçлес хăнăхăва, тĕссене суйласа илнĕ чух ÿнер хăнăхăвне, уйрăм элементсене пĕр сăнара пуçтарнă чух куçпа пăхса тишкерес хăнăхăва аталантарни.