(Урока виç чĕлхепе хатĕрленĕ: чăвашла, вырăсла тата тутарла)
![]() |
Федушкина С. М. |
![]() |
Цыганова З. А. |
Ача садне çÿрекенсен ÿсĕмĕ: аслă ушкăн.
Вĕренÿ уçлăхĕсен интеграцийĕ: пĕлĕлĕх аталанăвĕ, социаллă хутшăну аталанăвĕ, пуплев аталанăвĕ, ÿт-пÿ аталанăвĕ.
Тĕллев тата задачăсем.
Тĕллев: аслă ушкăнри ачасене Тутар Республикинчи юхан шывсемпе шыв-шурта пурăнакан раксемпе паллаштарни.
Задачăсем:
Сапăрлав тĕлĕшпе: тăван çĕре юратма вĕрентни.
Аталантару тĕлĕшпе: Тутар Республикинчи юхан шывсенче, пĕчĕк шыв-шурта пурăнакан чĕр чунсем çинчен мĕн пĕлнине сарни.
Пĕлÿ парас тĕлĕшпе: Çарăмсанпа Хăнтăрчă юхан шывĕсенче, шыв-шурта пурăнакансемпе паллаштарни; сăмахсем çумне паллă ячĕсем тупма вĕрентни.