(Геннадий Волковăн «Ăслă ача» калавĕ тăрăх)
Иванова В. М. |
Урок эпиграфĕ: Аçу-аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.
Ваттисен сăмахĕсем
1.Харкамлăх (личностные) (Права, тĕллев, тупсăм, мораль)
а) калаçас, тăнласа ăнкарас, ăнланса вулас енсене аталантарни;
ă) тĕнче литературинче тăван литературăн тÿпи те пысăк пулнине, литература ачасене (вулакана) ăс панине ăнланса илни;
б) илемлĕ хайлава вуласа тухнă хыççăн харпăр хăй шухăшне палăртма пĕлни (хăй вуланă кĕнеке çинчен шухăшланине çирĕплетсе пани)
в) тăван халăхăн авалтан пыракан йăли-йĕркине асра тытасси; атте-аннене, çемьери çынсене хисеплес туйăма аталантарасси.
2.Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные) (йĕркелÿ, хутшăну, информаци)
Йĕркелÿ: ума лартнă тĕллеве пурнăçлама тухăçлă мелсем суйласа илни; текстпа ĕçлеме, ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетӳсем тума пĕлни.
Хутшăну: тěрлě мелпе – мăшăррăн, пěчěк ушкăнпа, пěрле килěштерсе ěçлеме – пĕрлĕхлĕ ĕçĕн харкам пайне пурнăçлама хăнăхни, харпăр хăйěн тата ыттисен ěçне хаклама вěрентни.
Информаци: шухăша пěтěмлетсе ăна çыхăнуллă, туллин те тěрěс уçса пани; информаци çăл куçĕпе усă курма пултарни (кĕнеке, ИКТ).