Ильина Е. Ю. |
Иван Яковлевич Яковлев ĕçĕпе килес ăрусен асĕнче юлакан, пурнăçри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсен йышне кĕрекен чаплă çынсен шутĕнче. Вăл çут ĕçĕпе культурăн ырми-канми ĕçченĕ пулнă, чăваш халăхĕн наци çĕкленĕвĕн пуçламăшĕнче тăнă, чăваш халăхĕ ыттисемпе, чи малтанах вырăссемпе туслă пулассишĕн çине тăнă. Вăл çут ĕç историне Чĕмпĕр хулинчи наци шкулĕсем валли учительсен кадрĕсене хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕн никĕслевёи тата ертÿçи, Атăл тăрăхĕнчи халăх вĕрентĕвĕн сумлă йĕркелÿçи, икĕ чĕлхеллĕ шкулти вĕрентĕвĕн педагог-новаторĕ, теоретикĕ тата практикĕ пулса кĕрсе юлнă.
Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче удел /"патшалăх"/ хресченĕн çемйинче çуралнă. Ачаллах ашшĕ-амăшĕсĕр юлнăскере çав ялтах пурăнакан вырăс хресченĕн Пахомовăн çемйи усрава илнĕ. Ячĕпе хушаматне пулас педагог хăйĕн хреснашшĕнчен йышăннă.