Мĕнле лайăх вăхăтра пурăнатпăр вĕт-ха эпир. Мирлĕ кăвак тÿпе, сар хĕвел хĕртет. Эпир савăнса шкула чупатпăр. Çутă пуласлăха шанса ĕмĕтленетпĕр.
Анчах та юлашки вăхăтра çак тăнăç пурнăçа аркатас шухăшлă хура вăйсем палăрма пуçларĕç. Пирĕн чĕрере шиклĕх, пăшăрхану, канăçсăрлăх туйăмĕ вăранчĕ. Ку вăл Укринăри вăрçа пула.
Телевиденипе, Интернетпа пăлхантаракан хыпарсене пăхсах тăратăп. Хамăрăн салтаксен паттăрлăхĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсем хавхалантараççĕ. Донецк, Луганск çыннисене ирĕке кăларассишĕн кĕрешекен салтаксем пуçĕсене хуни питĕ хурлантарать. Акă çакăн пек йывăр хыпар çуллахи пĕр ăшă кун пирĕн Тренкасси ялне те çитрĕ. Тренкассинче çуралнă, çак шкултан вĕренсе тухнă Дмитрий Семенов паттăррăн пуçне хунă. Мĕн тери пысăк хуйхă пулчĕ ку Димăн ашшĕ-амăшĕшĕн, тăванĕсемшĕн. Димăна шкултан аслă çул çине кăларнă вĕрентекенсем те, шкул ачисем те чунтан хурланчĕç. Дмитрий Семенов майор Спецназăн 16-мĕш бригадин отряд командирĕн çумĕ тата штаб пуçлăхĕ пулнă. Димăпа сывпуллашма питĕ нумайăн пуçтарăнчĕç: ялти ватă-вĕтĕ, пĕрле вĕреннисем. Çак сывпуллашу митингĕнче Дмитрий Семенов Раççей Геройĕ ятне тивĕçнине пĕлтерсе орденне Димăн амăшне, Алина Георгиевнăна пачĕç.