Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Антонова Т. Я
Антонова Т. Я
Сидорова О.А
Сидорова О.А
Асаттесен историйĕ пирĕн ҫине пысăк витĕм кÿрет. Хальхи вăхăтра эпир халăх культурипе историне сахал пĕлетпĕр. Ҫынсем мĕнле пурăннă? Вĕсем мĕнпе савăннă, мĕнпе пăшăрханнă? Мĕнле йăла-йĕркесем тытса тăнă? Хăйсен пурнăҫне мĕнпе капăрлатнă? Иртнĕ ĕмĕрĕн никĕсĕ ҫинче кăна хальхи пурнăҫа ăнланма, пуласлăха курма пулать. Мĕнпур пуянлǎха ăруран ăрăва паман халăх-малашлăхсăр халăх.
Шел те, чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем, историйĕ, культури ҫухалма пуҫларĕҫ. Ҫак чĕлхе никама та кирлĕ мар тенине илтсен, эпир чăваш чĕлхишĕн кÿренме пуҫларăмăр. Ача садĕнче ĕҫленĕ май эпир ачасене чăваш чĕлхине мĕн пĕчĕкренех вĕрентмелле тесе шутларăмăр, мĕншĕн тесен ҫак тапхăрта ачасене ытти чĕлхесене ăша хывма ҫăмăл. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем чăваш чĕлхине вĕренме пачах кирлĕ мар, усăсăр та, ку чĕлхепе "инҫе каймастăн" тесе шутлаҫҫĕ. Пирĕн шутпа вара чăваш чĕлхине вĕрентни-усăллă та, интереслĕ те, мĕншĕн тесен хăвăн халăхăн историне пĕлетĕн. Эпир пурте Чăваш Республикинче пурăнатпăр. Пирĕн Республикǎра "Чăваш Республикинчи чĕлхисем" саккунĕпе килĕшÿллĕ икĕ чĕлхе йышăннă: вырăс тата чăваш. Эпир чăваш чĕлхипе интересленме вĕренмелле тесе шутлатпăр.
■ Антонова Т.Я. Сидорова О.А.
Элĕкри 2-мĕш ача сачĕ

Çыпăçтарнă файлсем:

 
: 28, Хаçат: 2 (54), Категори: Методика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: