Предмет: тăван ен историйĕпе культури.
Урок теми: "И.Я.Яковлев – пирĕн аслă Вĕрентекенĕмĕр”.
Урок тĕсĕ: Çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.
Ачасен ÿсĕмĕ: 9-мĕш класс.
Урок эпиграфĕ: «Чăвашсене телейлĕ тăвас тенисĕр пуçне манăн урăх нимĕнле тĕллев те пулман» ( И.Я.Яковлев).
Вĕренекенсен результачĕсем:
1. Харкамлăх результачĕсем: чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ ҫыннисем ҫинчен вӗренсе тӑван ҫӗр-шыва, тӑван чӗлхепе, тӑван халӑхпа мухтанас, савӑнас туйӑмсене вӑйлатасси.
2. Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
Йĕркелӳ: ума лартнă тĕллеве пурнăçлама тухăçлă мелсем суйласа илни; текстпа ĕçлеме, ăнлавсене хак пама, пĕтĕмлетӳсем тума пĕлни.
Хутшăну: тěрлě мелпе – мăшăррăн, пěчěк ушкăнпа, пěрле килěштерсе ěçлеме – пĕрлĕхлĕĕçĕн харкам пайне пурнăçлама хăнăхни, харпăр хăйěн тата ыттисен ěçне хаклама вěрентни.