Павлова Е. А. |
(вăйă урок)
Урок эпиграфĕ: Пĕличчен – йывăр, пĕлсен – çăмăл. (Ваттисен сăмахĕ)
Урок тĕллевĕ:
1. ачасен тавракурăмне пуянлатасси
2. тавçăрулăха ÿстересси
3. шухăшлав хăвăртлăхне аталантарасси
Вăйă йĕрки:
Вăйăра 2 тур,(командăпа та, пĕчченшерĕн те выляма пулать)
Суйлав турĕ. 1-мĕш турта 4 темăпа ыйту ушкăнĕ. Кам ытларах ыйту çине тĕрĕс хурав парать, çав 2 –мĕш тура куçать. Кашни ыйтăвăн балл хакĕ пур (1-5б) .
2-мĕш турта 4 темăпа ыйту ушкăнĕ, кашнинче 5-шер ыйту, ыйту йывăрлăхне кура (5-25 б). Кам ытларах балл пухать,çав çĕнтерет, тĕрĕс мар хурав пулсан ыйту тепĕр ачана куçать.