Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90
Татьяна Петровна Григорьева
Татьяна Петровна Григорьева
 
Эпĕ шкулчченхи ÿсĕмри ачасен кĕске вăхăтлă режимпа ĕçлекен ушкăн воспитателĕ. Паянхи кун чǎвашлǎха упраса хǎварасси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тǎрать. Чǎваш халǎхĕн пуласлǎхĕ, малашлǎхĕ ачасемпе ĕçлекенсен аллинче пулни куçкĕрет. Çакна шута илсе этнопедагогикăпа усă курассине тĕпе хурса ĕçлетĕп. Вырǎсланнǎ чăваш ачин ăс–тăнĕнче нацилĕх туйăмне вăратас, халăх педагогикин традицийĕсене ача сачĕ шайĕнче аталантарса пырас тетпĕр. Тĕллеве пурнăçлама çакăн пек задачăсем лартрăмăр.
 
 Ушкăн пÿлĕмне чăваш сăнĕ кĕртес;
 Йăх-несĕл тымарне тĕпчесе, тăванлăх сăмахĕсемпе паллаштарса ачасене çемьепе çывăхлатас;
 Чăваш йăла – йĕрке уявĕсене ирттерес, унăн культурине туйма вĕрентес;
 Чǎваш апат - çимĕçĕпе паллаштарас;
 Тăван çĕршывĕн пултаруллă çыннисене хисеплеме вĕрентес, вĕсем пек пултаруллă пулма хавхалантарас.
 
Ушкăн пÿлĕмне этнопедагогика ĕçне тивĕçтермелле йĕркелерĕмĕр. Пÿлĕм ăш – чикне наци традицийĕсемпе килĕшÿллĕн, чǎвашлǎха тĕпе хурса илемлетрĕмĕр. Пÿлĕмĕн мал енне пĕчĕк пÿрт «лартрǎмǎр». Ун ăш – чикки ĕлĕкхи чăвашсен пÿрчĕ евĕр. Ку кĕтес пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Ачасем чăваш тараватлăхне хăнăхса пыраççĕ: килнĕ хǎнасене тĕпеле ирттерсе кǎмакара пĕçернĕ яшкине сĕнеççĕ, килекене «Епле килме пĕлтĕр», «Килĕр,килĕр!», «Малалла иртĕр», «Килти пек пулǎр» сǎмахсемпе вырǎнлǎ усǎ курма пĕлеççĕ, ǎсатнǎ чух «Чипер кайǎр», «Килсех çÿрĕр» теççĕ. Кунта вылянă май ачасен нумай ыйту çуралать: «Кам пурǎннǎ-ши çакăн пек пÿртсенче? Ĕлĕкхи тени, хǎçанхи пулать»?
Ку ыйтусен хуравĕсене шырама çак пÿлĕмрех «лартнǎ» несĕл йывǎçĕ питĕ вырǎнлǎ. Ун тǎрǎх несĕл йĕркин тымарне тĕпчеме меллĕ. Куç умĕнче çак йывǎç «çитĕнни» ачасене эпир ǎçтан пулса кайнине ǎнлантарма аван. Ун тăрǎх ачасем «Кам тăвансемпе чи пуянни?» вǎййа выляма, пĕр - пĕрин умĕнче çывǎх тǎванĕсемпе мухтанма, вĕсем çинчен калама юратаççĕ. Çакăн пек несĕл йывǎçĕ куç умĕнчех «ÿсни» тǎванлǎха упрама, хисеплеме вĕрентессинче вырăнлă.
Пÿлĕмри ытти чăвашла тунă стендсен вырăнĕ те пысăк. Вĕсем чǎваш чĕлхин çепĕçлĕхне туйма май параççĕ. Пÿлĕмри çакǎн пек тавралǎх ачасенче пĕрремĕш чǎвашлǎх туйǎмĕсем çуратать тесе шутлатǎп эпĕ.
Чǎвашсен ырǎ йǎла-йĕркесем питĕ нумай. Хǎшпĕррисемпе çывǎхрах паллаштарма тăрăштăп. Ачасемпе тĕрлĕрен чǎваш вăйисене, ташши – юррисене вĕренетпĕр, унтан «Атьǎр, вǎййа тухар – и?» фольклор уявне ирттеретпĕр. Çакăн пек фольклор вǎййинче ача чǎваш юрри – кĕввипе савăнать, килленет. Унсăр пуçне ачан творчество пултаруллǎхĕ аталанать, пĕр – пĕринпе калаçса татǎлма вĕренет, вǎййǎн сюжетне, йĕркине пǎхǎнса выляма хǎнǎхать.
Хăшпĕр чăваш апат - çимĕçĕпе паллаштарса хуран кукǎлĕ пĕçерме вĕрентетпĕр, ачасем «Атьǎр, кукǎль çупар – и, ǎшне тǎпǎрч хурар – и?» уява кăмăллаççĕ. Ку уявра ачасем «Пучах» юмаха выляççĕ, ун тăрăх «Кам ĕçлемест, çав çимест» тенине лайăх ăнланса илеççĕ. Тĕрлĕ хусканусем туса тырǎ «выраççĕ», «çǎнǎх авǎртаççĕ», чуста çǎрса кукăль çупаççĕ.
Тăван çĕршывĕн пултаруллă çыннисем çинчен пĕлме, вĕсем пек пултаруллă пулма хавхалантаратпăр. Ачасемпе «Эпир И.Я.Яковлев мăнукĕсем» ятлă тĕпчев тăватпăр. Калаçу, пуплев, тавракурăма аталантарассипе «Паха хайлавсем, витĕмлĕ сăнарсем» эрни ирттеретпĕр. Ку эрнере пĕтĕмпех И.Я.Яковлев хайлавĕсемпе калаçатпăр, вĕсен тĕп шухăшне палăртатпăр. Яковлев вĕрентнĕ пек, ачасене хăравлăха, суяна, наянлăха, хаярлăха сивлеме вĕрентетпĕр. Эрне вĕçĕнче пăхнă хайлавсене çирĕплетме викторина ирттеретпĕр, вĕсем тăрăх хатĕрленĕ ÿкерчĕксен выставкине йĕркелетпĕр.
Ачасемпе тĕпчесе шкул музейĕнче пулатпăр, вĕсене И.Я.Яковлев çинчен тунă экспозицисемпе паллаштаратпăр, пирĕн Турай шкулне нумай çул каялла вăл уçнине пĕлтеретпĕр, ватă асаннесемпе асаттесем çав шкулта вĕреннине калатпăр, унпа эпир чăннипех те савăннине, мухтаннине палăртса хăваратпăр.
Çакăн пек ĕçсем тунă хыççăн ачасемпе «И.Я.Яковлевăн «Ылтăн кĕнеки» пĕтĕмлетÿ уявне ирттеретпĕр. Çак уявра И.Я.Яковлев чăвашсен чăн – чăн улăпĕ пулнине тепĕр хут пĕтĕмлететпĕр, савăнăçлă чăваш юррисем, сăввисем, Яковлев çырнă хăшпĕр хайлавсене вылятпăр.
Маларах каланă ĕçсене пĕтĕмпех ашшĕ – амăшсемпе, шкулпа тачă çыхăнса пурнăçласа пыратпăр. Ашшĕ – амăшсем фольклор уявĕсене ирттерме, илемлĕ Чăваш çипуçĕсене хатĕрлеме, ытти кирлĕ материалсене тупма пулăшаççĕ, е хăйсем ăсталаса параççĕ.
Калас килет, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Калайкассинче ăслăлăхпа-практика конференцийĕ пулчĕ, унта воспитани парас ĕçри наци компоненчĕн вырăнĕ çинчен калаçрĕç. Çак çивĕч ыйтупа иртекен ларăва эпĕ хистенипе мар, хамăн чун хушнипе хутшăнтăм, хамăн ĕç опычĕпе паллаштартăм. Кунта тухса калаçакансем те хускатнă ыйтăва пĕчĕкренех пусăмлăрах тумаллине, çемьепе тачăрах ĕçлемеллине палăртрĕç. Çавăнпа эпир те маларах каланă ĕçсем пĕлтерĕшлĕ пулччăр тесе, ача пахчинче çуралнă чăвашлăх туйăмĕсем ан сÿнччĕр тесе шкулпа, çемьепе тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшатпăр.
Чăваш ачи чăвашах пултăр! Чăвашра чăваш сăвви, чăваш юрри янăраса тăтăр! Çулсем ирсен пирĕн ачасенчен анлă тавракурăмлă, çивĕч ăс-тăнлă чăваш ăсчахĕсем, çыравçисем, вĕрентÿçисем, чăвашлăхшăн тăрăшакан ĕçченсем çитĕнĕç. Апла пулсан чăвашăн пуласлăхĕ пирĕн алăра.
■ Татьяна Петровна Григорьева.
Муркаш районĕнчи Турай шкулĕ
 
: 1562, Хаçат: 4 (4), Категори: Воспитани ыйтăвĕсем

Комментарисем:

elliille (2012-11-23 19:12:35):
Çаплах ĕнтĕ, хамăртан мĕн килнине тăвасах пулать.

Ирина Степанова (2013-01-20 20:27:13):
Маттур, Татьяна Петровна! Пирĕн шкулсенче çакăн пек пултаруллă вĕрентекенсем пулсан чăн чăваш ачисем çитĕнĕç. Çаплах пултăрччĕ!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: