![]() |
| Мочалова В.Н. |
Урок тĕллевĕпе задачисем:
- ансат ăслăлăх тексчĕсене илемлĕ литература тексчĕсенчен уйăрма хăнăхтарасси;
- ăнланса сасăпа вулас хăнăхусене аталантарасси;
- текста пĕлтерĕшлĕ пайсене уйăрасхăнăхусене тарăнлатасси;
- ыйтусене хуравлас хăнăхусене ҫивĕчлетесси;
- ҫут ҫанталăка юратма хавхалантарасси.
Урок юхăмĕ
1. Класа йĕркелени. Умĕнхи калаҫу.
- Сывлăх сунатăп пурне те. Ачасем, чÿречерен пăхăр-ха, мĕнле паян ҫанталăк? (Илемлĕ, хитре, хĕвел пăхать)
- Апла пулсан пĕр-пĕрне йăл-кулă парнелер. Паян пирĕн патра хаклă та хисеплĕ хăнасем. Айтăр-ха вĕсене те йăл-кулă парнелĕпĕр. Паян пирĕн пурте лайăх пуласса шанатăп.
