Урок тĕсĕ
Пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Урок форми
Компьютерпа усă курса ирттернĕ йăлана кĕмен урок.
Проект шайĕнче хатĕрленĕ урок.
Урок тĕллевĕ
1) Çулталăк вăхăчĕсем çинчен мĕн пĕлнине пĕтĕмлетсе хăварасси;
2) ачасен вулавне, ĕç хăнăхĕвĕсене, шухăшлавне, пуплевне аталантарасси;
3) çут çанталăка юратас, сăнас тата упрас туйăма ÿстересси;
Сапăрлăх тĕллевĕ
Ачасене пĕр-пĕринпе ырă пулма, сăпайлă пулма вĕрентесси.
УРОК ЮХĂМĔ
I. Класа йĕркелесси.
а) Пĕр-пĕрне сывлăх сунни
Шăнкăрав. Вĕрентекен класа кĕрет. Ачасем ура çинче тăраççĕ.
Вĕрентекен:
- Ырă кун пултăр, ачасем!
Вĕренекенсем:
- Ырă кун пултăр!
ă) Фонозарядка туса илесси.
Чи малтанах, ачасем, чĕлхене çĕмçетсе, вылятса илĕпĕр. Тепĕр майлă каласан, чĕлхе зарядки тăвăпăр. Пурте харăссăн ман хыççăн калатпăр:
Йăкăш-йăкăш ташлама
Яка урай кирлĕ.
Хальте яка, хальте яка кирлĕ
Тата яка кирлĕ.
II. Çĕнĕ темăна ăнлантарасси
Ачасем, паян урокра мĕн çинчен калаçассине пĕлес тесен малтан сирĕн тупмалли юмахăн тупсăмне тупмалла пулать.
Çеçенхир варринче ватă юман, ватă юманăн вуникĕ Турат. Вун икĕ туратра тăватшар йăва, тăватшар йăвара çичшер çăмарта.
Мĕн-ши вăл? Тĕрĕс, çулталăк вăхăчĕсем.
Паянхи урок пирĕн çулталăк вăхăчĕсене халалланă проект шучĕпе хатĕрленĕ ĕç пулĕ. Эпĕ сире кăшт маларах 4 ушкăна уйăрса çулталăк вăхăчĕсемпе çыхăннă пĕчĕк ĕçсем пайласа панăччĕ. Сирĕн çав ĕçсене тĕплĕн тишкерсе тухса прект ĕçĕ хатĕрлемелле пулнă. Паян вара урокра эсир хăвăр тунă ĕçĕрсене хÿтĕлĕме пултаратăр. Пурте ăнăçлă пулса тухсан пирĕн проект ĕçĕн результачĕ - çулталăк вăхăчĕсене халалланă журнал-альманах пулмалла.
1. Пĕрремĕш ушкăн хăйĕн проект ĕçне хÿтĕлет: (2-мĕш слайд). Пирĕн ушкăн çулталăк вăхăчĕсемпе паллашрĕ. Ĕçленĕ чухне тĕрлĕ кĕнекесенчи материалсене вулама тиврĕ. Ĕçлеме интереслĕ пулчĕ. Халĕ хамăр ĕçе çакăн пек пĕтĕмлетме пултаратпăр:
Çулталăк 4 вăхăта пайланать: хĕлле, çуркунне, çулла тата кĕркунне. Кашни вăхăтĕнче виçшер уйăх: раштав, кăрлач, нарăс, çĕртме, утă, çурла, пуш, ака, çу, авăн, юпа, чÿк.
Пирĕн тăрăхри çанталăк вăтам шутланать. Пирĕн патра сивви те, ăшши те, юрĕ те, çумăрĕ те – пурте пур. Хĕлле ытлашши сивĕ мар. Хĕллехи температура 12-15 градус сивĕ шутланать. Сайра хутра кăна çанталăк 30 градус таран сивĕтме пултарать. Хĕлĕн пĕртен-пĕр шурă тĕс çеç, анчах мĕн тери ытарайми илем кÿме пултарать таврана.
Юратнă сивĕ хĕл
Сана саватпăр – пĕл!
Çуркунне вара пуриншĕн те ырлăх: хĕвел пĕçертмест – ăшăтать кăна, тĕнче вăранать, кайăксем юрлаççĕ, пурте хĕл иртнишĕн савăнаççĕ.
Çулла та пирĕншĕн ытлашши шăрăх мар. Чи шăрăх вăхăтра температура вăтăр градус таран кăна хăпарать. Пĕрле вĕренекен ачасенчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн нумай ачан юратнă вăхăчĕ çулла пулнине пĕлтĕмĕр.
Кĕркунне те хăй илемĕпе тĕлĕнтерет. Йывăç çулçисем саралаççĕ, хĕрелеççĕ. Вăрман тĕлĕнмелле хитре. Кĕрхи çумăрсем çĕре нÿретсе хăвараççĕ, йывăç-курăк çитес çул валли вăй илсе юлать.
2. Иккĕмĕш ушкăн хăйĕн ĕçне хÿтĕлет: (3-7-мĕш слайдсем).
Пирĕн ушкăн та кирлĕ ĕç пултăр тесе тăрăшсах ĕçлерĕ. Кирлĕ ĕçĕ вара – чăваш поэчĕсем çулталăк вăхăчĕсем çинчен çырнă сăввисене тупасси, вĕсемпе паллашасси пулчĕ. Çак ĕçе тума эпир шкулти библиотекăра тата ача-пăча библиотекинче пултăмăр. Чăнах та, поэтсем çулталăк вăхăчĕсем çинчен нумай сăвăсем çырнă. Пĕтĕмлетсе çак поэтсен ячĕсене каласа хăварас килет: Клавдия Вишневская, Лидия Сарине, Юрий Сементер, Петĕр Çăлкуç, Петĕр Ялкир, Василий Эткел. Вĕсем çырнă сăвăсем пире питĕ килăшрĕç. Вĕсене вулама та, ăнланма та çăмăл. Халĕ эпир сире Н. Сандров çырнă «Пĕрремĕш юр» сăввине вуласа парасшăн.
Юр çăвать, пĕрремĕш юр...
Юр çăвать, тухса эс кур...
Ут эс тĕре урампа,
Юр пĕрчи вылять санпа.
Юр çăвать, пĕрремĕш юр...
Сахăр пек таса, шап-шур.
Кăмăла çĕклентерет,
Йăпатать те илĕртет.
Ман çĕрес килет каĕчен
Нăтăрт-нăтăрт юр çинче.
3. Виççĕмĕш ушкăн хăйĕн ĕçне хÿтĕлет: (8-11-мĕш слайдсем).
Эпир иккĕмĕш ушкăнăн ĕçне малалла тăсма тăрăшрăмăр. Пирĕн тĕп ĕç - çулталăк вăхăчĕсем çинчен ÿкернĕ художниксен картинисемпе паллашасси пулчĕ. Кăмăлласах ĕçлерĕмĕр. Пире ĕçре «Чăваш ен ÿнерçисем» ятлă кĕнеке тата интернет пулăшрĕ. Юлашкинчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăмăр: художниксенчен нумайăшĕ çулталăк вăхăчĕсемпе картинăсем ÿкернĕ: Владимр Агеев, Адель Ефрейкина, Юрий Матросов, Анатолий Миттов, Виктор Немцев, Юрий Ювенальев. Уйрăмах пире Юрий Ювенальев ÿкерчĕкĕсем килĕшрĕç. Халĕ сире хăш-пĕр художниксен картинăсемпе паллашма сĕнетпĕр.
И. И. Левинтан «Март».
Каненев «Летний день».
А. Данилов «Астраханка в морозный день».
П. Анисимов «У реки».
Ю. Ювенальев «Последний день».
Ю. Матросов «Августовский день».
4. Тăваттăмĕш ушкăн хăйĕн ĕçне хÿтĕлет: (12-13-мĕш слайдсем).
Эпир вара çулталăк вăхăчĕсем çинчен çырнă кĕвĕсем, юрăсем шырарăмăр. Шырани ахаль пулмарĕ. Акă тĕслĕхрен П. И. Чайковский композитор çырнă «Времена года» ятлă кĕвĕпе паллашрăмăр. Вăл пире питĕ килĕшрĕ, сире те итлеме сĕнетпĕр. Хальхи эсдрада юрăçисем çулталăк вăхăхĕсем çинчен юрлакан чăваш юррисене те тупса палăртăмăр. Акă вĕсем: А. Васильев «Çуркунне», С. Владимиров «Кĕрхи кунсен сасси». «Диана» ушкăн «Хĕлле», «Хавас» ушкăн «Хĕвел ăшши».
Эпир хамăр та хĕлле çинчен юрă вĕрентĕмĕр, халĕ сире çак юрра юрласа парасшăн:
«Хĕлле»
(юрă)
Ак каллех пуçланчĕ
Савăнăçлă хĕл.
Юр çăвать пĕр вĕçĕм,
Çаврăнать сив çил.
Шурă юр, шурă юр
Çĕр çине ÿкет.
Вăл пире, вăл пире
Урама чĕнет.
III. Вĕреннине çирĕплетесси:
Ачасем, эсир паян пурте питĕ лайăх каласа патăр. Çакна çулталăк вăхăчĕсене халалласа эсир тунă журнал-альманах та çирĕплетсе хăварать.
IV. Вĕреннине пĕтĕмлетесси:
Электронлă учебникпа ĕçлесси.(Чăваш букварĕ, 1-мĕш класс. 22-мĕш тема).
- Ачасем, эпир пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, çулталăк тăршшĕпех пирĕн çине хĕвел пăхать. Анчах та хĕвел кашнинчех пирĕн çине пĕр пек ăшăтса пăхмасть. Акă хĕлле вăл сахалтарах пăхать, çулла вара нумайтарах пăхать.
Что же надо сделать, чтобы солнце стало ярче. Просто надо быть добрым. Еще нужно радоваться друг другу. Радостные люди улыбаются, создавая вокруг себя теплую среду. А счастливые люди делают солнце ярче. Хотите.
Возьмите все друг-друга за руки, посмотрите друг другу в глаза – и просто улыбнитесь. А когда мы улыбаемся, наши улыбки поднимаются в небо. Солнце все собирает и потом возращает этот теплый свет людям. И происходит чудо.
V. Ачасен пĕлĕвне хакласси
Ачасем, эсир паян питĕ маттур ĕçлерĕр. Пурне те «5» паллă лартатăп.
Çыпăçтарнă файлсем:
Комментарисем:
► Roza (2013-11-04 19:34:33):Урок планĕ килĕшрĕ. Уйрăмах киле парса янă ĕç.