![]() |
| Павлова О. Я. |
Хальхи вăхăтра çулсерен çĕнелсе пыракан информаци технологийĕсем вĕренÿ процесне пысăк витĕм кÿреççĕ. Ачасемпе пĕрле вĕрентекен те яланах пĕлÿ шайне ÿстерсе анлăлатса пырать, хальхи ачасен интересĕсене тĕпе хурса хăйĕн ĕçне çĕнĕлĕхсемпе пуянлатать. Халĕ час-часах инçет вĕренÿ (дистант) мелĕпе ĕçлеме тÿр килет, ун пек чухне уйрăмах çĕнĕ технологисем ĕçе тухăçлă йĕркелеме пулăшаççĕ. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене кăсăклă, тухăçлă, пуянрах содержаниллĕ ирттерме, шырав, тĕпчев, пултарулăх меслечĕсемпе анлă усă курма май параççĕ. Акă 5-9 классенче «Константин Иванов пурнăçĕпе пултарулӑхӗ» темăна вĕреннĕ чух литература урокĕсенче е класс тулашĕнче ирттеркен ĕçсенче усă курма икĕ презентаци сĕнетĕп: пĕрне çĕнĕ темăна вĕреннĕ чух усă курма меллĕ, тепринпе пĕлĕве тĕрĕслеме аван.
