![]() |
| Аристархова И. В. |
Урокăн тĕллевĕсем:
- харкамăн пĕлÿ илмелли тĕллевсем:
1) вĕренÿре харпăр хăй тивĕçне туйма, пултарулăхне шанма хăнăхни;
2) вĕренекен хăй ĕçне сăнаса тивĕçлĕ хак пама пултарни;
3) пуплеве, логикăлла шухăшлава, тавçăркулăха аталантарни;
- предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем:
1) мăшăр сăмахсен пулăвĕпе паллаштарасси;
2) мăшăр сăмахсене ытти сăмахсенчен уйăрса илме хăнăхтарасси;
3) мăшăр сăмахсемпе пуплевре пĕлсе усă курмаллине ăнлантарасси;
- предметăн пĕрлĕхлĕ тĕллевĕсем:
1) харкам тĕллĕн, мăшăрăн, ушкăнпа ĕçлес туртăма аталантарасси;
2) вĕренекенсене хăйсен шухăшĕсене калама хăнăхтарни;
3) ачасен ăс-тăнне, шухăшлавне, кăмăл-туртăмне аталантарасси, лексикине пуянлатасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахě, ыйту-хурав, пуçватмăшпа ĕçлени, тишкерÿллĕ вулав, текстпа ĕçлени, пĕчченшерĕн, иккĕн, ушкăнпа ěçлени, вăйă, синквейн туни, суйлав диктанчĕ, куçару ĕçĕ туни, карточкăсемпе ĕçлени.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, презентаци, хĕрлĕ, кăвак, симĕс карточкăсем; анкета валли карточкăсем.
Технологисем: сывлăха сыхлас технологи, критикăлла шухăшлав технлологийĕ, информаципе коммуникаци технологийĕ, тĕпчевпе шырав технологийĕ.
