Класс тулашĕнчи мероприяти
Воспитани тĕллевĕ: ачасен тавра курăмне, çынлăхне, ĕрет-несĕлне хăпартас тĕллевпе чăваш халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсемпе пурнăçра усă курма вĕрентесси;
Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасен пурнăçĕнче вăйă тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартасси;
Эстетика тĕллевĕ: вăйăсенче чăваш культури, чĕлхи ачасен пурнăçĕ туллин ÿкерĕннине кăтартасси, илемлĕ туйăмсене ачасенче вăратса çирĕплетесси, вăйă выляс килнине аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: 1) Пÿрт ăшчикки (кăмака, сĕтел, сак, тĕртнĕ утиял);
2) Çăпата;
3) «Асамат кĕперĕ» сас паллисем;
4) Хуран кукли.
Пÿрт ăш-чикки. Аслашшĕ çăпата тăвать. Ун йĕри-тавра 4-5 ача чупса çÿрет.
Ача: Ачасем , атьăр «Тÿп-тÿпелле» вылятпăр. Эпĕ шутлатăп:
Пĕрре-пĕрел,
Иккĕ-йĕкел,
Виççĕ-виçел,
Тăваттă- тваткал,
Пиллĕк-пилеш,
Улттă-улма,
Çиччĕ-çилме,
Саккăр-салма,
Вуннă-вуннă, эсĕ тух!
Ачасем выляççĕ. Çав вăхăтра урамран хĕр ачасем чупса кĕреççĕ.
Хĕр ача: Ачасем, атьăр урама, çумăр чарăнчĕ.
Ачасем: Атьăр, атьăр! (кайма тăраççĕ).
Аслашшĕ: Ăçталла пуçтарăнтăр-ха эсир, шăпăрлансем? Асаннÿ килмесĕр ниçта та каймастăр.
Ачасем: - Асатте, яр-ха ĕнтĕ.
- Ах, асатте, асатте.
Яр-ха пире выляма.
Илсе килĕпĕр сан валли
Чăмăр улма йăпанма.
Аслашшĕ: Ан та ыйтăр, ямастăп,
Чарусăрскерсене.
Выльăр кунтах ачасем,
Мана лăплантарăр.
Ачасем: Ах, асатте, асатте.
Яр-ха пире выляма.
Илсе килĕпĕр сан валли
Кавăн вăрри йăпанма.
Аслашшĕ: Ан та ыйтăр, ямастăп,
Арçури пекскерсене.
Выльăр кунтах ачасем,
Мана савăнтарăр.
Ачасем: Ах, асатте, асатте.
Яр-ха пире выляма.
Илсе килĕпĕр сан валли
Сарă мăйăр йăпанма.
Аслашшĕ: Ан та ыйтăр, ямастăп,
Çавра çил пекскерсене.
Выльăр кунтах ачасем,
Мана савăнтарăр.
Ачасем: Ах, асатте, асатте.
Яр-ха пире выляма.
Илсе килĕпĕр сан валли
Пĕр кинеми калаçма.
Аслашшĕ: Апла пулсан чармастăп
Чĕнсе килĕр хăвăртрах.
Кинемипе калаçма
Эп хаваслă яланах.
Ачасем алăк патнелле утаççĕ. Вĕсене хирĕç асламăшĕ кĕрет.
Ачасем: Асаннеçĕм, асанне,
Эсĕ ăçта кайрăн?
Асламăшĕ: Вăрман хĕрне кайрăм та
Хăрăк турат пуçтартăм.
Ачасем: Асаннеçĕм, асанне,
Тип шанкăпа мĕн тăван?
Асламăшĕ: Вучах чĕртсе яратăп
Хуран çакса яратăп.
Ачасем: Асаннеçĕм, асанне,
Хуран çакса мĕн тăватăн?
Асламăшĕ: Хуран кукли пĕçеретĕп,
Ачасене çитеретĕп.
Ачасем: Асаннеçĕм, асанне,
Асаттене йăпат-ха.
Асламăшĕ: Ан çилен эс, старикĕм,
Шăкăл- шăкăл калаçар.
Шăкăл- шăкăл калаçар та
Килĕштерсе пурăнар.
Юрă «Кукамипе кукаçи»
1.Кукамипе кукаçи
Пĕлĕм пĕçереççĕ,
Пĕлĕм пĕçереççĕ,
Чуп туса илеççĕ.
2. Кукамипе кукаçи
Хăма савалаççĕ,
Хăма савалаççĕ,
Хирĕçсе каяççĕ.
3. Пуйăс килет,
Пуйăс каять,
Куками ларса каять,
Кукаçи те каясшăнччĕ,
Чĕлĕмĕ манса юлать.
Асламăшĕ: Тухăрах мăнукăмсем, урамра выльăр. Эпир аслаçупа хуран кукли пĕçерĕпĕр.
Ача: Ай-уй! Мĕнле илемлĕ пĕкĕ тÿпере! Пăхăр-ха, пăхăр!
Пурте: Асамат кĕперĕ-ĕ-ĕ!
Сайра курăнать çав-у-у!
Ăçтан пулать-ши асамат кĕперĕ?
Ачасем: Пĕлĕт çинчи пĕр-пĕр ялта
Мунча хутса ячĕç пуль те
Шывне тăкса янă пуль –
Ăшă çумăр чашлатать.
Çичĕ тĕслĕ, ай тур-тур-тур,
Ал шăли те курăнать.
Йăлтăр-йăлтăр хĕвел шевли,
Ай тур-тур-тур, тĕрĕ тĕрлет,
Çумăр ахах шăрçисемпе
Шăтăклине чĕнтĕрлет.
Алпа тытса курасчĕ,
Шăлăнса та пăхасчĕ…
- Асамат кĕперĕ çине пăхса эпир савăнсах кайрăмăр, пирĕн кăмăл çĕкленнипе юрлас килсе кайрĕ.
«Асамат кĕперĕ» юрă. (Сăвви В.Давыдов-Анатрин, кĕвви С.Никитинăн)
1. Асамат кĕперĕ
Çÿлте тÿпере,
Сут хĕвел тĕрлерĕ
Тĕнче çеçкере.
2. Асамат кĕперĕ
Ыталать çĕре.
Пуç тайса пиллерĕ
Тĕррине пире.
Хушса юрламалли:
Асамат кĕперĕ
Сар хĕр пек хитре-çке.
Юлчĕ ун чиперĕ
Пирĕн сăн-питре.
- Çичĕ тĕслĕ асамат
Çумăр витĕр курăнать!
Алла-аллăн тытăнчĕç
Çумăрпа хĕвелĕ.
Çавăнпа-çке курăнчĕ
Асамат кĕперĕ.
Ачасем савăнса сикеççĕ.
Хĕвел тух, хĕвел тух,
Хĕветĕре курма тух.
Ачу шыва кайрĕ вĕт,
Кĕпи-йĕмне пăрса çакрăм,
Çав кĕпене типĕтме
Хĕвел тух, хĕвел тух!
Сулхăн кай, сулхăн кай!
Тепĕр хĕр ачи чупса пырать:
- Эсир чĕннипе тухмасть вăл, ак эпĕ калатăп та – тухать:
Хĕвел тух, хĕвел тух,
Çупа çăкăр çитереп.
Çупа çăкăр çимесен,
Пылпа çăкăр çитереп.
Тухрĕ, тухрĕ! Хĕвел те пылпа çăкăр юратать иккен.
Хĕвел тухать.
- Кам юратмасть-ши пыла? Эпĕ ăна каткипех çиме хатĕр. Пыл чи тутли теççĕ çĕр çинче.
- Пыл мар чи тутли. Чи тутли – ыйхă!
- Пыл!
- Ыйхă!
- Пыл!
- Ыйхă!
- Тăрансан пыл та йÿçĕ теççĕ ваттисем!
- Ăçта пулнă-ши хĕвел?
-Хĕвел ăçта çывăрать?
- Кукамăшпе юнашар.
- Кам-ха ун кукамăшĕ?
- Çÿллĕ те кăвак тÿпе.
- Вăл мĕскерпе витĕнет?
- Çăм пек çемçе пĕлĕтпе.
- Кам ăна витсе ярать?
- Ун аслашшĕ çил мучи.
- Ачасем, атьăр пĕр вăйă вылятпăр.
- Атьăр, атьăр. Мĕнле вылятпăр?
«Çумăр çу, çумăр çу!» вăйă. Ачасем хушшинче ертсе пыракана суйлаççĕ. Вăл- Хĕвел ачи. Ытти ачасем çавра тăраççĕ, «пÿртсем» ÿкерсе кĕрсе тăраççĕ те: «Çумăр çу, çумăр çу! Çупа çăкăр çитереп!» - тесе кăшкăраççĕ. Хĕвел ачи çавра тавра утса: «Хĕвел тухрĕ! Хĕвел тухрĕ!» - тет. Çав хушăрах хăш-пĕр ачасене перĕнет. Ертсе пыракан кама перĕнет, çав ача ун хыççăн утать. «Çумăр килет!» - тесе кăшкăрсан ачасен «пÿрчĕсене» кĕрсе тармалла. Кам ĕлкĕреймест – çав ача вăййа малалла ертсе пырать.
Çав вăхăтра ачасем патне аслашшĕпе асламăшĕ хуран кукли илсе тухаççĕ.
Асламăшĕ: Ачасем, хырăмусем выçрĕç пуль. Акă аслаçупа хуран кукли пĕçертĕмĕр, çисе пăхăр-ха. (Ачасене хуран кукли валеçсе парать).
Ача: Асатте, асатте, асамат кĕперĕ çинчен каласа пар-ха.
Аслашшĕ: Итлĕр, мăнукăмсем. Асамат кĕперĕ тăрăх çанталăк улшăнасса та пĕлме пулать.
- Асамат кĕперĕ симĕссĕн курăнсан – çумăр ытларах пуласса пĕлтерет, хĕрлĕрех курăнсан – çил пуласса.
- Çумăр çунă чухне виçĕ асамат кĕперри курăнсан – эрнипех çумăр çăвать.
- Асамат кĕперĕ çÿллĕ те çаврака пулсан – уяра, лутра та аяллă пулсан – йĕпене.
Асламăшĕ: Ачасем, эсир асамат кĕперĕ çинчен хитре юрă пĕлетĕр марччĕ-и-ха? Юрласа кăтартăр-ха. (Ачасем çаврака тарса , аллисене чечексем тытса юрă юрласа ташлаççĕ.)
1. Çут кунта – çут çанталăкăн илемĕ
Тыткăна, тыткăна илет пире.
Çумăрта, çумăрта хĕвел пăхсассăн
Савăнса, савăнса тапать чĕре.
Хушса юрламалли: Асамат, асамат,
Асамат кĕпер хывать,
Асамат, асамат,
Савăнса чăваш юрлать.
Асамат, асамат,
Пĕр енче хĕвел пăхать,
Асамат, асамат,
Тепринче çумăр çăвать.
2. Вăйăра, вăйăра тĕл пулсассăн,
Çамрăк яш, çамрăк яш хăйĕн хĕрне,
Асамат, асамат кĕпер тухсассăн,
Пĕрлештерĕ- перлештерĕ вĕсене.
3. Асамат, асамат пекех килетпĕр
Сир(ĕ)н патне, сир(ĕ)н патне вăхăтлăха,
Юрăсем, юрăсем шăрантаратпăр,
Кăшт сире, кăшт сире савăнтарма.
Комментарисем:
► Марина (2019-02-06 09:31:30):пите-те илемле!