Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Даниил аттен ырă кăмăллăхĕ тата хастарлăхĕ

Филимонов Н. П.
Филимонов Н. П.
Хăй вăхăтĕнче тăван халăх малашлăхĕшĕн нумай тăрăшнă çыравçă, вĕрентекен, куçаруçă тата халăха православи енчен çутта кăларакан Даниил Филимонович Филимонов 1855 çулхи раштав уйăхĕн 22(10)-мĕшĕнче çуралнă. Вăл Иван Яковлевăн пысăк ĕçĕнчи юлташĕ пулнă.
Даниил Филимоновичăн тăван кĕтесĕнче - Çĕрпӱ районĕнчи Ямаш ялĕнче ăна астăвакансем юлманпа пĕрех. Çапах эпĕ çирĕм çул каялла Даниил атте пирки ку тăрăхри Аслă Тукаль ялĕнчи Евдоким Егорович каласа панине паян та манман-ха. Ун чухне вăл çулĕпе тăхăр теçеткерен те иртнĕччĕ ĕнтĕ. 1932 çулта вĕсен хĕрне Даниил атте шыва кĕртнĕ иккен. Вăл çав тери ырă кăмăллă, хайĕн патне пулăшу, сĕнӱ - канаш ыйтма килекенсене яланах хапăл пулнă.

Текста малалла вулăр...

Авалхи тĕрĕк литератури

Степанов Александр Марсович
Степанов Александр Марсович
Тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсем XIII-XIV ĕмĕрсенче хальхи сăн-сăпат илеççĕ: хальхи этнонимсемпе паллă пулаççĕ. Унчченхи тапхăр вара мĕнпур тĕрĕк халăхĕсен ум историйĕ пулса тăрать. Çавна май халăхсем чăмăртаниччен хайланă литература палăкĕсене тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсенчен кашниех хăйĕн тесе хисеплеме тивĕç.
■ Степанов Александр Марсович.
Муркаш районĕнчи А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕ

18-мĕш ĕмĕрти чăваш литератури

Степанов Александр Марсович
Степанов Александр Марсович
18-мĕш ĕмĕрччен чăваш çырулăхĕ руна паллисем çинче никĕсленнĕ. 18-мĕш ĕмĕртен çырулăхра кириллицăна тĕпе хума тытăнаççĕ. Сăлтавĕ - проваслави тĕнĕ сарăлса пыни.
Авалхи чăваш литератури çинчен каласа паракан презентацие Муркаш районĕнчи А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Александр Марсович Степанов хатĕрленĕ.
■ Степанов Александр Марсович.
Муркаш районĕнчи А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Чăваш чĕлхин историйĕ - çырулăх куçĕпе

Чăваш чĕлхи хăçан пуçланса кайнă пирки паян куна та тавлашу пырать. Чĕлхе халăх палли пулнăран чăваш халăх историйĕпе чĕлхе историйĕ пĕр япалах тесе пăхма пулать. Çав вăхăтрах çырулăх та пирĕн пурнăçра паллă вырăн йышăнса тăрать. Енчен те чăвашăн çырулăхĕ пирĕн эрăчченех пулнă пулсан паян чăваш халăхĕн авалăхĕ пирки тавлашмалли питех те сахал юлатчĕ. Çавăнпа та чĕлхе историне чăвашсен авалхи çырулăхĕнчен илсе тĕпчемелле пулĕ тесе шутлатăп.
Чăвашсем ĕлĕкренпех руна çырăвĕпе усă курни çинчен пурте пĕлеççĕ. Тĕслĕхрен, Енисей тăрăхĕнче тупнă кĕмĕл тирĕк тĕпне (çырăва пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш çĕр çуллăхра çырнă тесе шутлаççĕ) çакăн пек çырнă. Латин сас паллисемпе çапла куçарса çыраççĕ хĕвел анăç ăсчахĕсем (сылтăмран сулахая):
Кĕмĕл савăт тĕпне çырни
Кĕмĕл савăт тĕпне çырни
Aγa, saηa očuq
Bez, cök!

Текста малалла вулăр...
■ Владимир Андреев.
Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ.