Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

"Фонетика" темăпа - пĕтĕмлетÿ урокĕ

Васильева Е. П.
Васильева Е. П.
 
Урок эпиграфĕ: Чăваш чĕлхи, илемлĕ те, пуян та эсĕ.
 
Урок тĕсĕ: Пĕтĕмлетÿ урокĕ, ҫулҫÿрев урокĕ.
 
Урок тĕллевĕсем:
1. Фонетика ҫинчен вĕреннине аса илесси.
2. Сасăсене çырура тĕрĕс палăртма вĕренесси;
3. Фонетика пайра илнĕ пĕлӳпе ытти уроксенче усă курма вĕренесси;
4. Ачасен шухăшлавне аталантарасси;
5. Тăван чĕлхене юратма вĕреентесси;
6. Ачасен сăмах йышнеÿстересси.
7. Хăйсем тĕллĕн ĕҫлес хăнăхăва аталантарасси, класри туслăха ҫирĕплетесси.
8.

Текста малалла вулăр...
■ Васильева Елена Петровна.
Элĕк районĕ, Питĕшкасси вăтам шкулĕ

Чувашский язык: повторение по теме «Падежи».

Александрова А. В.
Александрова А. В.
 
Цель: повторение и обобщение знаний о падежах
Задачи:
обобщить знания детей об имени существительном и падежах
совершенствовать умение находить в тексте имена существительные, определять в каком падеже они стоят
повторить знания учеников по теме «Падежи»;
развивать речь, внимательность, словарный запас, творческое и логическое мышление;
создавать условия для воспитания любви к старшему поколению, интерес к изучению предмета.
Тип урока. Урок обобщения и систематизации знаний.
Формы: коллективная, индивидуальная, самостоятельная, работа в парах.

Текста малалла вулăр...
■ Александрова Альбина Владимировна.
МБОУ "Козловская СОШ №3" Чувашской Республики

Пĕчĕк пулăшакан

Кудряшова Т. М.
Кудряшова Т. М.
 
Сапăрлăх тĕллевĕ:
- ачасене ĕçчен, тарават та сăпайлă пулса ÿсме вĕрентесси;
- юрă – кĕвĕре илеме курма- туйма хăнăхтарасси;
- пĕр – пĕрин калаçăвне тимлĕн итлеме хăнăхтарасси;
- ачасене фольклор кружокне явăçтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
- литература (автор) юррисемпе, вĕсен пуянлăхĕпе паллаштарасси;
- ачасен калаçу, çыру чĕлхине аталантарасси.
Аталантару тĕллевĕ:
- сцена çинче выляс пултарулăха, тавçăрулăха аталантарасси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
- учитель сăмахĕ, илемлĕ вулав, пĕрин хыççăн тепри вулани, ыйту – хурав, словарь ĕçĕ, слайд – кадрсемпе усă курни, кластер туни.

Текста малалла вулăр...
■ Кудряшова Татьяна Михайловна.
Шупашкар хулинчи 4 - мĕш гимназири

„Чăваш Республики”. Паллă ячĕсем

Иванова Т. В.
Иванова Т. В.
 
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли хутăш урок
Пĕлÿ тĕллевĕ:
1) Паллă ячĕ çинчен пĕлнине аса илсе çирĕплетесси.
2) Ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, çĕнĕ сăмахсемпе пуянлатасси, хамăр çĕршывпа мăнаçланма вĕрентесси.
 
Сапăрлăх тĕллевĕ: Тăван çĕршыва, Чăваш Республикине юратма, хисеплеме, хаклама вĕрентесси.
 
Аталантару тĕллевĕ: Текста тĕрĕс те палăртуллă вулас ăслайсене аталантарасси; текст содержанине кĕскен каласа парас хăнăхусене çивĕчлетесси.
Усă курнă технологисем:
1.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Татьяна Владимировна.
Шупашкарти 49-мĕш вăтам шкул

Ҫулталăк вăхăчĕсем

Куракова В. В.
Куракова В. В.
 
Урок тĕсĕ: информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ вулавпа тишкерÿ урокĕ.
Сапăрлав тĕллевĕ: ачасене тăван тавралăха юратма,сăнама вĕрентесси,унăн илемлĕхне курма
тата упрама хăнăхтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ: çулталăк вăхăчĕсем çинчен вĕреннине аса илесси, кĕр илемĕ çинчен аса илесси,
çав вăхăтри улшăнусем çинчен тĕплĕн аса илсе пĕтĕмлетÿ тăвасси.
Аталантару тĕллевĕ: ачасен çыхăнуллă пуплевне, шухăшлавне, тимлĕхне аталантарасси,
хăйсен пĕлĕвне çирĕплетме тата пĕтĕмлетме вĕрентесси.
Усă курнă технологисем: Информаципе хутшăну технологийĕсем;
Проблемăллă вĕренÿ;
Сывлăха упракан;
Харпăрлăха аталантармалли;
Ушкăнпа хутшăнса ĕçлемелли;
Ĕç мелĕпе меслечĕсем: ыйту- хурав, учитель сăмахĕ, калаçу шырав- тĕпчев,
кластер, предложенисем, калаçу тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ,
илемлĕ вулав, тест ирттересси.

Текста малалла вулăр...
■ Куракова Вера Васильевна.
Шупашкарти 49-мĕш вăтам шкул

Пушă вăхăтра

Н. К. Максимова
Н. К. Максимова
 
Чăваш чĕлхипе 5 класра ирттермелли урокăн тулли конспекчĕ
 
Предмет: Чăваш чĕлхи.
Класс: 5 класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул).
Шкул: Канаш хулинчи 5-мĕш вăтам шкул.
Тема (пай): Хобби.
Урок теми: Пушă вăхăтра.
Урок тĕсĕ: Çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.
Технологисем: Ушкăнпа вĕренни, пĕрле ĕçлесе вĕренни, харкамлăха
аталантарасси, критикăллă шухăшлава аталантарасси, вăйă технологийĕ, сывлăха упрасси, системăллă-ĕçлевлĕхлĕ.
Мелсемпе меслетсем: Учитель сăмахě, ыйту-хурав, словарь ĕçĕ, текстпа ĕçлени, илемлĕ вулав, текста тишкерни, çыхăнуллă текстсене ăнланса илни, ÿкерчěкпе усă курни, ушкăнпа ěçлени, вырăсларан чăвашла куçарни, текстри кирлě вырăнсене тупса вулани, вăйă, кластер, синквейн, клоуз тест, тема тăрăх калаçу ирттерни; ыйтусем çине хурав тупма вĕренни; мăшăрпа ĕçлени, суйлавлă вулани, ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.

Текста малалла вулăр...
■ Максимова Надежда Константиновна.
Канаш хулинчи 5-мĕш вăтам шкулĕнче
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ

Вырăс чĕлхинче çук пуплев пайĕ

Э. В. Портнова
Э. В. Портнова
 
Урок теми: Евĕрлев сăмахĕсем
Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок
Вĕрентӳ тĕллевĕ: Евĕрлев самахĕсене уйăрма хăнăхтарасси, тĕрĕс çырма вĕрентесси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: Ачасен лексикине пуянлатасси, пуплевне сăнарлăрах, илемлĕрех тăвасси.
Воспитани тĕллевĕ: Халăх сăмахлăхĕн илемне туйма хăнăхтарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер класĕ, компьютер, интерактивлă доска, проектор, принтер, колонкăсем, магнитсем, çаврашкасем.
 
1. УРОК ПУÇЛАМĂШĔ
Класа йĕркелени, ачасем учителе ура çинче тăрса кĕтсе илни.

Текста малалла вулăр...
■ Портнова Эльвира Владимировна.
Муркаш районĕнчи Калайкассинчи А.Г.Николаев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул

Глаголсен çěр-шывěнче

(7-мěш класра ирттермелли урок планě)
Урок форми: ăмăрту
Урок тěсě: ИКТпа усă курса вěреннине аса илни
Вěренÿ тěллевě: глаголсем çинчен вěреннине аса илсе çирěплетесси.
Аталантару тěллевě: ачасен пуплевне, тавракурăмне аталантарасси, пуплевре глагол формисемпе тěрěс усă курма хăнăхтарасси.
Воспитании тěллевě: тăван чěлхене юратма, хисеплеме вěрентесси
Урока кирлě хатěрсем: карточкăсем, компьютер, проектор, урок темипе хатěрленě слайдсем
Словарь ěçě: йыш, çивěтлě, шартарса, çурçěр, яштака
■ Дмитриева Татьяна Фёдоровна.
Патăрьелěнчи пěтěмěшле вăтам пěлÿ паракан 2-мěш номерлě шкулти чăваш чěлхипе литератури вěрентекенě

Словарьсем патĕнче хăнара

Кириллова Н. В.
Кириллова Н. В.
 
Урок тĕллевĕ:1)Сапăрлăх тĕлĕшĕнчен – тăван чĕлхе пуянлăхне туйтарасси, ăна хисеплеме, юратма вĕрентесси;
2) Пĕлÿ тĕлĕшĕнчен – вĕренекенсене тĕрлĕ йышши словарьсемпе усă курма хăнахтарасси, ачасен сăмах пуянлăхне аталантарасси;
3)Аталантару тĕлĕшĕнчен – ачасен пуплев культурине, логика шухăшлавне аталантарасси.
 
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, ачасен калаçăвĕ, ыйту-хурав, сăмах диктанчĕ çырни, словрь ĕçĕ, слайдсемпе усă курни.
 
Словарь ĕçĕ: пăтавкка, эткер, микстура, миниатюра, миткаль.
 
Кăтарту хатĕрĕсем: слайдсем, компьютер, мультимеди проекторĕ, «Графика диктанчĕ» карточка пуххи, , «Словарь – пĕлÿ çăл-куçĕ» выставка.

Текста малалла вулăр...

Тĕлĕнмелле чĕр чун тĕнчи

 
5-мĕш класра ирттермелли урок планĕ
 
 
Урок тĕллевĕсем:
1). Тискер чĕр чунсен ячĕсене аса илсе çирĕплетесси, пуплеве çĕнĕ чĕр чунсен ячĕсемпе пуянлатасси;
2). Чĕр чунсем çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси, предложенисене тĕрĕс йĕркелеме, пĕр-пĕринпе çыхăнтарма вĕрентесси.
3). Упа çинчен вуласа, калаçса ачасен пĕлĕвне анлăлатасси.
4). Чĕр чунсене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси.
 
Çĕнĕ сăмахсем: пурăш, хăнтăр, йывăрăшĕ, упа аçи, упа ами, упа тирĕ, тăлăп, йăраланса тухать, апата тиркемест.
 
Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, тискер чĕр чунсен ÿкерчĕкĕсем, проектор, учебник Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли /Андреев И.

Текста малалла вулăр...
■ Егорова Инна Михайловна.
Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул

Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ

Храмова Светлана Валерьевна хатĕрленĕ презентаци - япала ячĕсен вĕçленĕвĕ çинчен пĕлнине тĕрĕслемелли тест. Пĕлсе те ăнăçлă ăсталанă вĕренÿ хатĕрĕ. Тестпа усă курас тесен, "Параметры" хутлăха кĕрсе макроссемпе усă курма ирĕк памалла. Тестран тухма клавиатура çинчи ESC кнопкăпа усă курмалла. Ăнăçусем сунатпăр.
■ Храмова Светлана Валерьевна.
Хĕрлĕ Чутай районĕн Мишеркасси шкулĕнче
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен

Евӗрлев сӑмахӗсем

Иванова Алевтина Афанасьевна
Иванова Алевтина Афанасьевна
 
Урок теми: Евӗрлев сӑмахӗсем
Вӗрентӳ тӗллевӗ: Евӗрлев сӑмахӗсем ҫинчен вӗрентесси. Вӗсене ытти пуплев пайӗсемпе танлаштарасси. Евӗрлев сӑмахӗсене усӑ курма хӑнӑхтарасси.
Воспитани тӗллевӗ: Килти чӗр чунсен пурнӑҫӗпе паллаштарасси. Вӗсене юратма, сӑнама, итлеме хӑнӑхтарасси. Ял пурнӑҫӗнчи сас-чӗве итлеме хӑнӑхтарасси, юратма, упрама пулӑшасси.
Урока кирлӗ хатӗрсем: проектор, презентаци, мультипроектор
Урок тӗсӗ. Ҫӗнӗ темӑна вӗрентмелли урок.
Технологисем: критикӑлла шухӑшлав технологийӗн меслечӗсемпе ӗҫлени, «Ӑнлав кустӑрми»
ИКТ тата ЦОР технологийӗсем:
MS Power Point программӑпа хатӗрленӗ презентаципе усӑ курасси;
Ачасене ушкӑнпа тата хӑйсене тӗллӗн ӗҫлетересси
Урок мелӗсемпе меслечӗсем:
- ыйту-хурав
- презентаципе усӑ курасси
-схема йӗркелесси
■ Иванова Алевтина Афанасьевна.
Елчĕк районĕ, Кĕçĕн Таяпари тĕп шкул

Фонетика тата графика çĕршывĕнче

Жукова Людмила Валентиновна
Жукова Людмила Валентиновна
Вăйă-урок çулĕ-йĕрĕ
 
Алфавит хулин историйĕпе паллашни
Алфавит хулинче
Шарада çырминче
Ударени вăрманĕнче
Кану уçланкинче
Алфавит хулинчи паллă çынсем
Шутлав утравĕнче
Шырав тăвĕ çинче
Вăйă картинче
Сыв пуллашу хапхи умĕнче
■ Жукова Людмила Валентиновна.
Хĕрлĕ Чутай районĕ, Питĕркассинчи вăтам шкул

Сывлăх тата спорт

(9 классем валли )
 
 
Урок тĕсĕ: Çĕнĕ темăна вĕрентмелли, çыхăнуллă пуплеве аталантармалли урок.
Сапăрлăх тĕллевĕ:
-ачасене ушкăнри ĕçре хăйсен пултарулăхне кăтартма вĕрентесси;
пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме хăнăхтарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
-ачасене кашни çын харпăр хăй сывлăхĕшĕн яваплă пулнине ăша хывма пулăшасси;
- ачасен пушă вăхăтне усăллă йĕркелеме вĕрентесси, сиенлĕ йăла-йĕркерен аякра тăма хистесси;
- сывлăх чи хаклă мул пулнине вĕренекенсем патне илсе çитересси.
Аталану тĕллевĕ:
-ачасене хăйсен шухăшне пĕтĕмлетсе калама, ăна хÿтĕлеме вĕрентесси;
Технологисем: Сывлăха упракан, перекетлекен технологи.

Текста малалла вулăр...
■ Носова Елена Валентиновна.
Çĕрпÿри 2-мĕш вăтам шкул

«Тăван тавралăх» темăпа ирттермелли урок планĕ

Иванова Роза Михайловна
Иванова Роза Михайловна
 
Урок теми: Тавралăх илемне курма, ăна упрама вĕренер, ачасем.
Урок тĕллевĕсем:1)Тăван тавралăх çинчен калаçма вĕрентесси;
2)Иртнĕ тата хальхи вăхăтри глагол формисемпе усă курма хăнăхтарасси;
3)Тавралăх илемне курма, ăна упрама вĕрентесси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: компьютер, И.А.Андреев, Р.И.Гурьева Чăваш чĕлхи: Вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕ валли. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2005.
Урок юхăмĕ
I. Киле панă ĕçе тĕрĕслесси
Ачасем, шкула килнĕ чухне мĕн сассине те пулин илтрĕр-и эсир?
Кайăк сассисемсĕр пирĕн пурнăç илемсĕр пулĕччĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Роза Михайловна.
Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул

"Лексика" темăпа - ĕç тетрачĕ

Жукова Людмила Валентиновна
Жукова Людмила Валентиновна
 
"Лексика" темăпа ĕç тетрачĕ кашни вĕрентекенĕн ĕçне çăиăллатма пултарать. Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕçлекен педагог хатĕрленĕ ĕç тетрачĕ пурин кăмăлне те тивĕçтерессе шанатпăр. Материала ун тытăмĕ тĕрлĕ калăплă пулнăран уйрăм файлпа пичетлетпĕр.
■ Жукова Людмила Валентиновна.
Хĕрлĕ Чутай районĕчи Питĕркассинчи вăтам шкул

Лексика темăпа усă курмалли ĕç тетрачĕ

Пурнăç учителе вĕрентÿ меслечĕпе мелĕсене шырама хистет, анчах та вĕрентÿçĕн шырав тапхăрĕнче асăрхануллă пулмаллине асра тытмалла. Час-часах вĕрентÿçĕсем пур ача çине те пĕр пек пăхнине тата кĕнекере панă пĕлÿсем çинче тытăнса тăнине асăрхама пулать. Урокра вĕренекенсем хатĕр пĕлÿсем, ăнлавсем, пĕтĕмлетÿсем параççĕ. Вĕсем вĕрентÿçĕ ыйтнă чух тĕрĕс хурав пама пулăшаççĕ, анчах та ачасене харпăр хăй тĕллĕн пĕлÿсем шырама май памаççĕ.
Паянхи вĕрентÿ тĕллевĕсенчен пĕри вăл – вĕренекене харпăр хăй тĕллĕн пĕлÿ тупма,тĕрлĕрен кĕнекесемпе (справочниксемпе энциклопедисемпе) ĕçлеме вĕрентесси, шухăшлавне , тавракурăмĕпе тĕнчекурăмне аталантарасси.
Вĕрентÿ ĕçне лайăхлатас тесен вĕрентÿçĕн ялан шухăшламалла, çĕнĕ мелсем шырамалла.
Тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух ĕç тетрачĕпе усĕ курни ăнăçлă мел тесе шутлатăп.

Текста малалла вулăр...
■ Жукова Людмила Валентиновна.
Хĕрлĕ Чутай районĕ, Питĕркассинчи вăтам шкул

«Япала ячĕ» темăна чăваш шкулĕн 6-мĕш класĕнче вĕрентесси: хальхи лару-тăру, пуласси

Л. Г. Петрова
Л. Г. Петрова
 
Шкулта чăваш чĕлхин морфологине вĕрентесси паянхи кун та йывăр ыйтусенчен пĕри шутланать. Морфологин хăш-пĕр ыйтăвне чĕлхеçĕсем пĕр пек ăнлантармаççĕ, апла пулин те шкул учебникĕсенче хирĕçÿлĕхе пĕтерме майсем тупмаллах.
Тăван чĕлхе морфологийĕн хăш-пĕр ыйтăвĕсемпе шкул ачисем 3, 4-мĕш классенчех паллашма пуçлаççĕ. 3-мĕш класс пĕтернĕ ачасем япала ячĕн пĕлтерĕшне тата ыйтăвĕсене, пайăр тата пайăр мар ятсене, япала ячĕн пĕрреллĕ тата нумайлă хисепĕсене, вĕсем ытти сăмахсемпе çыхăннă чухне тĕрлĕ аффикс йышăннине, камăнлăх аффиксĕсем йышăннă япала ячĕсем тĕп мар падежри пĕрреллĕ хисепри формисене пĕлеççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Петрова Людмила Германовна.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ

Эпир - чăваш ачисем

Чердакова Валентина Геннадьевна
Чердакова Валентина Геннадьевна
 
Тĕллевсем: 1. Ку таранччен вĕреннĕ материала аса илсе çирĕплетсе хăварасси.
2. Ачасен ăс-тăнне, шухăшлавне, çыхăнуллă пуплевне, пултарулăхне аталантарасси.
3. Ачасен чăваш чĕлхин пуянлăхне, илемне курма, унпа мухтанма вĕрентесси.
 
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, «Чăваш чĕлхин ÿкерчĕклĕ словарĕ» - вырăс шкулĕнче усă курмалли электрон вĕрентÿ пособийĕ.
 
Слайдсен аннотацийĕ:
1-мĕш слайд: Тема
2-мĕш слайд: Зал
3-мĕш слайд: Манăн пÿлĕм
4-мĕш слайд: Кухня
5-мĕш слайд: Ваннăй
6-мĕш слайд: Тупмалли юмахсем
7-мĕш слайд: «Вăрманта» кластер
8-мĕш слайд: Калав ту
9-мĕш слайд: Предложени ту.

Текста малалла вулăр...
■ Чердакова Валентина Геннадьевна.
Куславккари 3-мĕш вăтам шкул

Кĕçĕн çулхисем валли хатĕрленĕ интерактивлă пособин тытăмĕпе тĕллевĕсем

Чашкова Тамара Георгиевна
Чашкова Тамара Георгиевна
 
«Эпир туслă пурăнатпăр, шкул еннелле çул тытатпăр» интерактивлă электронлă пособие (ИЭП) чăваш наци шкулĕн е ача сачĕн шкула хатĕрленекен ушкăнĕсенче усă курма хатĕрленĕ. Вĕрентÿ стандартне тата «Ача сачĕн вĕрентÿ программине» тĕпе хурса йĕркеленĕ.
Пособи тĕллевĕ – ултă-çичĕ çулхи ачасене паянхи пурнăç ыйтнă пек пур енлĕ аталантараса шкула кайма хатĕрлесси, компьютерпа усă курса тĕрлĕ хăнăхтарусене пурнăçлама вĕрентесси, малашне шкулта ăнăçлă вĕренме пулăшасси. Унсăр пуçне «Эпир туслă пурăнатпăр, шкул еннелле çул тытатпăр» пособи вĕрентекенсене мультимедийлă объектсемпе усă курса вĕрнетнÿ ĕçне çĕнĕлле туса пыма, ĕçре çĕнĕ технологисемпе тухăçлă усă курма пулăшса пырĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Чашкова Тамара Георгиевна.
Элĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен


■ Страницăсем: 1, [2], 3.