Шырав
Çыхăну
Редакци адресĕ:
Чăваш ен, Çĕрпӳ районĕ, Михайловка ялĕ, Хĕвел ур., 1.

Адрес редакции:
Чувашия, Цивильский район, д. Михайловка, ул. Солнечная, 1

Email: civhim2@narod.ru
Тел.(факс): (83545) 6-30-90

Использование сервиса LearningApps

Яклашкина С. Н.
Яклашкина С. Н.
 
В основу Федеральной основной общеобразовательной программы положен системно-деятельностный подход, при котором главное место отводится активной,
разносторонней, самостоятельной познавательной деятельности учащихся. Поэтому вся работа учителя должна быть направлена на формирование у учащихся познавательного интереса, потребности узнавать что-то новое. Каждый ученик должен быть вовлечен в процесс обучения, учиться логически мыслить, классифицировать, обобщать.
Сервис LearningApps.org дает возможность разнообразить урок, сделать его увлекательным, а процесс обучения простым и доступным для понимания каждому
учащемуся.

Текста малалла вулăр...

Интеллект картта. Мĕнле ăслай вăл?

Иванова В. М.
Иванова В. М.
 
Паянхи шкул вĕренĕвĕнче эпир, вĕрентекенсем, шкул ачин харкамлăхне, унăн ăславлă пултарулăхне, кăмăл-сипетне, курăмлă-сăнарлă шухăшлавĕпе логика шухăшлавне аталантарас тĕллевпе тĕрлĕ ăслайпа усă куратпăр. Çак ĕçе туса пыма пире синквейн, даймонд, хĕвеллĕ кластер, сапакаллă кластер, фишбоун мелĕсем пулăшаççĕ.
Çавăн пекех паянхи шкул вĕренĕвĕнче шкул ачисен тĕрлĕ енлĕ нумай информаци ас туса юлмалла, кунсерен çĕнĕ пĕлĕве те ăша хывмалла. Пурне те пуçра мĕнле тытмалла? Çак йывăрлăхран тухма интеллект картта пулăшать те ĕнтĕ.
Интеллект картта (шухăш картти, шухăшлав картти, тавра курӑм картти, ăс картти, сăнлăх речĕ, çыхăну диаграмми) – шухăшлава, шухăшлав йĕркине куҫпа курмалла схемăласа кӑтартни.

Текста малалла вулăр...
■ Иванова Валентина Михайловна.
Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ

Видео тума вĕрентетпĕр

Васильева О. Н.
Васильева О. Н.
 
Паян эпир çак девизпа ĕçлĕпĕр:
«Каласа пар- манса каятăп,
Кăтартсан- астуса юлăп,
Хама ĕçлеттерсе пăхсан-вĕренĕп»
Конфуций.
 
XXI ĕмĕре информаципе компьютеризаци ĕмĕрĕ тесе калама хăнăхнă. Этемлĕх, экспресс-пуйăс çинчи пек, пурнăçра çĕнĕлĕхсем витĕр вирхĕнсе пырать. Çак информаци «купинче» çитĕнсе çитнĕ çын та çухалса кайма пултарать.
Паян шкулта ĕçлекенĕн ачасен вĕренес туртăмне аталантарас тесен, вĕсене кăсăклантарса ярас тесен уроксене çĕнĕ меслетсемпе технологисене алла илме тивет. Паянхи çĕнĕ пурнăç та тахçан малтан ĕмĕт çеç пулнă.

Текста малалла вулăр...
■ Васильева Оксана Николаевна.
Шупашкарти 19-мĕш шкул

Туссăр çын тымарсăр йывăç пекех

Носова Е. В.
Носова Е. В.
Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).
Ачасен ÿсĕмĕ: 6-мĕш класс.
Вĕренÿ кĕнеки: Андреев И.А., Гурьева Р.И. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕ валли.– Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2005. – 319 с.
 
Урок теми: Туссăр çын тымарсăр йывăç пекех
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли виçĕ тапхăрлă урок
Харкамăн (пайăрăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:
1.туслăха упрама, туссене йывăр самантра пулăшмаллине ăнланни .
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:
1. сǎмахпа каласа е çырса пĕлтернĕ информацие тĕрĕс ăнланни;
2.

Текста малалла вулăр...
■ Носова Елена Валентиновна.
Çĕрпÿ хулин 2-мĕш вăтам шкулĕ

Ватта хисепле, хăв та ватăлăн

Антонова В. А.
Антонова В. А.
 
Урок теми: Ватта хисепле, хăв та ватăлăн
(Г.Н. Волковăн „Ăслă ача” хайлавĕ тăрăх)
Урок тĕсĕ. Хутăш урок.
Урок тĕллевĕсем: Геннадий Волковăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен кĕскен вĕренесси, писателĕн «Ăслă ача» хайлавне вуласа тишкересси; ачасене пĕлÿ шырас ĕçе хăнăхтарса пырасси, ыйтусем тăрăх харпăр хăй шухăшне калама вĕрентесси.
Вĕренекенсен результачĕсем:
Харкамлăх результачĕсем (личностные УДД):
- Ваттисене хисеплеме вĕренни.
- Харпăр хăйĕн тата тантăшĕсен ĕç – хĕлне сăнас – хаклас хăнăхусене алла илсе пыни.

Текста малалла вулăр...
■ Антонова Валентина Гкрмановна.
Вăрмарти вăтам шкул, Чăваш Республики

Электрон пособисем уçласа илме пулать

Паян эпир Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ ыйтнипе пирĕн вулакансен кулленхи ĕçне çăмăллатма 5-9 классем валли хатĕрленĕ электрон пособисене уçласа илме майсем туса паратпăр.
Ку электрон хатĕрсене икĕ ушкăна пайлама пулать. Пĕрремĕшне кĕрекеннисенче теори материалĕсĕр пуçне тĕрлĕрен электрон хăнăхтарусем кĕртнĕ. Вĕсем хушшинче пурте хăнăхнă тест евĕрлисем те, ача ĕçне тÿрех хаклаканнисем те пур. Çавăн пекех ÿкерчĕклĕ хăнăхтарусем те ăсталанă.
Кунсăр пуçне пĕрремĕш ушкăна кĕрекен электрон пособисен чи лайăх енĕ - вĕсенче ÿкерчĕклĕ лексика материалĕсем пурри. Кунта эсир Чăвашри кайăксемпе, тĕрлĕрен чĕр чунсемпе, хурт-кăпшанкăпа, пулăсемпе, ÿсен-тăранпа паллашма, вĕсен чăвашла тата вырăсла ячĕсене пĕлме пултаратăр.
Иккĕмĕш ушкăнри пособисем вара - компьютер вăйă пособийĕсем.

Текста малалла вулăр...
■ Владимир Андреев.
электрон пособисен авторĕ, "Шкулта" журнал редакторĕ

Чăваш чĕлхи урокĕсенче ирттермелли «Кăлтăрмач» интерактивлă вăйă

Яклашкина С.Н.
Яклашкина С.Н.
 
Паянхи пурнăç шкул ачисене чăвашла вĕрентессине тĕпрен лайăхлатма хушать. Пурнăç ыйтăвне тĕпе хурса вĕренÿ программисемпе кĕнекисисене те çĕнĕлле хатĕрлесе пичетлесе кăларчĕç. Анчах та вĕсене темле çĕнĕлле йĕркелесен те, вĕрентекенсем хальхи вĕренÿ меслечĕсемпе усă курмаççĕ пулсан, вĕрентÿ ĕçĕн тухăçлăхĕ ÿсессе шанма çук. Вĕрентекенĕн вĕрентÿ ĕçĕнчи ăнăçлăхĕ тĕрлĕ меслетсемпе мелсене тухăçлă усă курма пултарнинчен нумай килет.
Ачасен активлăхне, вĕренÿ тухăçлăхне ÿстермелли мелсенчен пĕри вăл – вăйă. Ачасен пуплевне аталантарас, чăваш чĕлхине юратса вĕренес кăмалне хăпартас, вĕсен калаçăвĕпе çыру чĕлхине, творчествăлла шухăшлавне çивĕчлетес, пуянлатас, тавçăруллă та нумай пĕлÿллĕ пулма хавхалантарас ĕçре тĕрлĕ вăйăсем ирттерни пулăшать те ĕнтĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Яклашкина С.Н.
Канаш хули, 10-мĕш вăтам шкул, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен