![]() |
| Данилова Е. Д. |
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ илмелли хутăш урок
Урок тĕллевĕсем: пĕлÿ: йывăçсем çинчен мĕн пĕлнине аса илсе çирĕплетесси;
аталантару: вĕрене çинчен калава илемлĕ вуласси, ачасене унпа анлăрах паллаштарасси;
сапăрлăх: йывăçа упрама, вĕсене кашни çул çĕнетсе лартма хистесси.
Усă курнă технологисем:
1. Информаципе хутшăну;
2. Проблемăллă вĕренÿ;
3. Сывлăха упракан;
4. Харпăрлăха аталантармалли;
5. Ушкăнпа хутшăнса ĕçлемелли;
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: фонетика зарядки, учитель сăмахĕ, шырав, тишкерÿ, кластер, ыйту-хурав, предложенисем, калаçу, тест.
Пуплеве аталантармалли хăнăхусем:
- текста палăртуллă вуласси;
- ыйтусем çине çыхăнуллă, тулли предложенисемпе хуравласси;
- шухăша текстри цитатăсемпе усă курса çирĕплетесси;
- текстри кирлĕ вырăнсене тупса вулаттарасси;
- çыхăнуллă каласа пама вĕрентесси;
- пĕтĕмлетÿ тăвассине аталантарасси.
Словарь ĕçĕ:
вĕрене клен
пăлханса кайрĕ заволновался
кĕреçе лопата
чавса кăларма выкопать
çĕнĕ çĕр новое место
Курăмлăх хатĕрĕсем:
дидактика материалĕ, тест, йывăçсен ÿкерчĕкĕсем, çулçăсем
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, проектор.
Урок эпиграфĕ: «Йывăçа лартма часах та, уссине курма часах мар»
